Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров пирĕн районта

     155 çын пурăнакан Çĕнĕ Вĕренер ялне асфальтлă çул хывни пурне те савăнтарчĕ. Иртнĕ эрнекун вара район центрĕнчен чылай аякри пĕчĕк яла - Çĕнĕ Вĕренере Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров килни ял халăхĕшĕн чăннипех те пысăк уяв пулчĕ. Ял халăхĕ ир-ирех президента кĕтсе илме хатĕрленнĕ, çапла пулмасăр, вĕсем тахçантанпах кĕтнĕ çула чаплă лару-тăрура уçаççĕ-çке.
       Çак çула Чăваш Республикин Президенчĕн 2006 çулхи «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăртрах вĕçлемелли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, район администрацийĕ тăрăшнипе тунă. Асфальтлă çула уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ В.Кириллов тата республикăри ытти представительсем хутшăнчĕç. Çĕнĕ çул ял çыннине пур енчен те кирлĕ пулнине палăртрĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров, çавăнпа та унпа тирпейлĕ пулмаллине аса илтерчĕ.
    Вăрмар поселокĕнче Н.Федоров «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» АХОна çитсе курнă. Вăл фабрикăн производство ĕç-хĕлĕпе паллашнă май кунта кăларакан продукцие пысăк хак панă.
     Çавăн пекех Президент «Россельхозбанк» АУОн Чăваш регион филиалĕн Вăрмарти хушма офисне уçнă çĕрте пулнă. Николай Федоров çак пулăм районăн социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса парассинче стратеги пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Районсенче хальхи шайри банк тытăмĕсем пулмасан экономикăн йĕркеллĕ аталанăвĕ пирки калаçмалли те çук», - тенĕ вăл. Республика ертÿçи Вăрмарта чукун çулăн çĕнĕ вокзалне тата «Единая Россия» партин Аслă канашĕн членĕ, Росспорт ертÿçи Вячеслав Фетисов пулăшнипе бассейнлă Спорт керменĕ тума палăртнине пĕлтернĕ.
    Чăваш Ен Президенчĕ çавăн пекех предприяти-организацисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса муниципалитет аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
       Республика ертÿçи Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне халалланă уява хутшăннă.
 
Н. ШИШКИНА


31 октября 2007
00:00
Поделиться