Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Саккуна пăхăнса пурăнар

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ В.АНТОНОВ районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата панă интервью.
- Вадим Валентинович, республикăра право йĕркине мĕнле хак паратăр?
- Республикăри шалти ĕçсен органĕсем паян административлă реформăсен процесне активлă хутшăнаççĕ, право йĕркисене пăсасран туса ирттерекен профилактикăлла ĕçсенче тĕп звено пулса тăраççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Шалти ĕçсен министерствин ĕçне позитивлă хак панă. Преступлени тăвасси ÿссе пынине чарса лартма пултартăмăр. Республика территорийĕнче террорла актсем тунă тĕслĕхсем пулман. Обществăлла-политикăлла тата нацисем хушшинчи лару-тăру йĕркеллĕ. 2006 çулта йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тунă тĕслĕхсем сахалланнă. Преступленисене уçса парас енĕпе вара округра та чи лайăххисен шутĕнче. Хĕç-пăшалпа усă курса преступлени тăвасси чакнă.
- Тĕрлĕ çынсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, мĕнле те пулин инкек килсе тухсан, çынсем тÿрех «02» телефонпа шăнкăравлаççĕ. Çак шанăçа тÿрре кăларас тесе Чăваш Енре мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ?
- Милици сотрудникĕсем ĕç нумайланса пынă условисенче вăй хураççĕ. 2006 çулта республикăри Шалти ĕçсен министерствин дежурнăй пайне «02» телефонпа граждансенчен 800 пин ытла шăнкăрав пулнă. Урăхла каласан, кашни минутрах кам та пулин милицирен пулăшу ыйтнă. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе (ыйтса пĕлнĕ тăрăх халăхăн 65 проценчĕ милици ĕçне лайăх хак парать) Шалти ĕçсен министерстви урамра пулакан преступленисем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Урамсенчи тата обществăлла вырăнсенчи лару-тăрăва сăнаса тăракан техника хатĕрĕсем тата диспетчерсен пункчĕсем пурри криминаллă ĕç пулса иртсен унта çийĕнчех милици нарячĕпе пĕрле хушма вăй - предприятие сыхлакансемпе хăрушсăрлăх службин çыннисене яма май парать.
- Право йĕркисене пăсасран профилактикăлла ĕçсем туса ирттернĕ чухне чăваш милицийĕ тата мĕнле меслетсемпе усă курать?
- 2007 çулхи çуркунне Раççейри пысăк хуласен тĕслĕхĕпе Шупашкарта милицие хăвăрт чĕнсе илмелли кнопкăсем вырнаçтарнă. Çавăн пек кнопкăсем хальлĕхе Хусанкай тата Ленинла комсомол урамĕсен çулсен тăваткалĕнче, Çĕнĕ Кăнтăр микрорайонĕнчи «Ромашка» лавкка çурчĕсем çинче пур. Кĕçех вĕсене хулари пур лăпкă мар участоксенче те вырнаçтаратпăр. Пулăшу ыйтакан çын Шалти ĕçсен министерствин дежурнăйĕпе çав кнопкăна пусса çыхăнма пултарать. Çыннăн хăйĕн адресне те пĕлтерме кирлĕ мар: дежурнăй чаçре ăна ятарлă карта тăрăх пĕлеççĕ. Çакă питех те меллĕ. Шалти ĕçсен министерствине хăвăрт пĕлтермелли «Гражданин-милици» çыхăну кабинисем вырнаçтарни криминаллă лару-тăрăва лайăхлатма май панине шанса тăраççĕ.
Обществăлла йĕркелĕхе сыхланă çĕре 5 пин дружинник активлă хутшăнать. Халăх дружинисене муниципаллă органсен йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Вĕсем кашни ял тата хула тăрăхĕнчех пур. Вĕсем пулăшнине 2006 çулта 400 ытла преступление уçса палăртнă.
Тĕрлĕ службăсемпе пĕрле ĕçленипе пĕрлех телекоммуникаци сечĕ йĕркеленĕ. Вăл кашни шанман çын пирки илнĕ информацие тĕрĕс йышăну тума пулăшать. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче преступление уçса палăртма туса хатĕрленĕ тактикипе меслечĕсене çĕнетсе пырассине тимсĕр хăвармастпăр. Мĕн пур лайăххипе хамăр ĕçре усă курма тăрăшатпăр.
Виçĕ шайра йĕркеленĕ система(республика, хула, ял) обществăн сывă вăйĕсене координацилесе пырать. Общественность участокри инспекторсемпе пĕрле профилактика канашĕ йĕркелесе пынипе обществăна хирĕç тăтăшах тăвакан ĕçсем: эрех ĕçекенсем, çемьере харкашакансем çине витĕм кÿрет. Çапла вара, май килнĕ таран преступлени çулĕ çине тăнă çынсене тупса палăртма тата вĕсене учета илме çĕнĕ майсем туса парать. Профилактика канашне ял тăрăхĕсенчи депутатсемсĕр пуçне паха опыт пухнă учительсем, врачсем, культура ĕçченĕсем тата ытти хисеплĕ те сумлă çынсем кĕреççĕ. Вĕсем йĕркене пăсакан кашни çынна витĕм кÿме пултараççĕ. Çул çитмен ачасемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлетпĕр.
- Сăмакун тата тĕрлĕрен суррогатсем сутни халăха уйрăмах пăшăрхантарать. Ку енĕпе Шалти ĕçсен министерстви мĕнле мерăсем йышăнать?
- Право йĕркисене пăсассинчен профилактика ĕçĕсем туса ирттерессин патшалăх политикин тĕп енĕсене «Чăваш Республикинче преступноçа хирĕç кĕрешессине вăйлатас тĕлĕшпе 2007-2009 çулсем валли йышăннă комплекслă программинче», çавăн пекех «Чăваш Республикинче право йĕркисене пăсассинчен 2006-2008 çулсенче туса ирттермелли комплекслă мерăсем» республикăн тĕллевлĕ программинче палăртнă.
Шалти ĕçсен министерствин пуçарăвĕпе 2005 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕ «Чăваш Республикин территорийĕнче алкоголь продукцин çаврăнăшне йĕркелемелли мерăсем çинчен» тата 2006 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче «Алкоголь продукцине ваккăн сутассине йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен» йышăнусем кăларнă. 2006 çулта килте туса хатĕрленĕ тата упранă 6268 тĕслĕхе тупса палăртнă. Алкоголе хирĕç кĕрешмелли саккуна пăснăшăн республикăра 74, 8 пин çынна явап тыттарнă, 10, 5 миллион тенкĕлĕх штрафланă.
- Структура уççăнлăхĕсĕр, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтерсе тăмасăр халăх шанăçне çĕнсе илме май пулĕ-и?Кун пирки мĕн шутлатăр?
- Шалти ĕçсен органĕсем халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн, граждансен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлессишĕн комплекслă мерăсем йышăнаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕрле ăнлантарупа пропаганда ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Шалти ĕçсен министерствин Интернет-сайт та ĕçлет. Ун çинче «хăнасен кĕнекине» уçнă. Çапла вара кашни çынах Шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ çинчен хăйсен шухăш-кăмăлне е çитменлĕхĕсем çинчен çырса хăварма пултарать. Министерство çумĕнче çавăн пекех обществăлла канаш йĕркеленĕ.
- Вадим Валентинович, юлашки вăхăтра республикăра преступлени тăвассине чакарас енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Ку енĕпе Вăрмар районĕнче лару-тăру еплерех?
- Кăçалхи сакăр уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, преступлени тăвасси районта 18, 3 процент чакнă. Пурĕ 201 преступление регистрациленĕ. Преступление уçса палăртасси 9, 2 процент лайăхланнă. Çав вăхăтрах криминаллă милици енĕпе преступлени тăвасси 7, 2 процент ÿснĕ. Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 28, 2 процент сахалланнă, преступление уçса парасси 9, 8 процент лайăхланнă.
Оперативлă службăра мĕн пур вăйсене пĕр çĕре пухнипе тата техникăпа тухăçлă усă курнипе оперативлă лару-тăрăва тĕрĕслесе тăрасси тивĕçлĕ шайра тăрать. Çакă вара уйрăм участоксенче ĕçе лайăхлатма май парать. Тĕслĕхрен, район территорийĕнче хурахла ĕç пачах та пулман. Çаратасси, карас телефонсем, выльăх-чĕрлĕх вăрласси чакнă. Район территорийĕнче хура тата тĕслĕ метал вăрласси чакнине палăртнă. Обществăлла вырăнта, çав шутра урамра преступлени сахалтарах тунă. Йывăр тата судпа айăпланнисем преступленисем тăвасси сахалланнă.
ЧР Президенчĕн «Алкогольпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассипе вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Указне пурнăçласа кăçал милици сотрудникĕсем суту-илÿ объекчĕсене 216 хут тĕрĕсленĕ. Килте сăмакун туса сутакан 25 çынна тупса палăртнă. Вĕсем пирки административлă протокол çырнă, явап тыттарнă. Преступлени тăвасран асăрхаттарас тата право йĕркине пăснине хирĕç кĕрешес енĕпе район пуçлăхĕ хула тата ял тăрăхĕсене пулăшма хушу кăларнă. Район администрацийĕн ĕçченĕсем право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсемпе пĕрле ялсене тухса профилактикăлла мероприятисем ирттереççĕ. Ял тăрăхĕсенче право йĕркисене пăснине хирĕç кĕрешме профилактика канашĕсем йĕркеленĕ. Канаш председателĕ пулма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, заместителĕсем пулма милицин участокри уполномоченнăйĕсене çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсем районти шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канаш ларăвĕнче профилактика канашĕн докуменчĕсене мĕнле йĕркелемелли çинчен заняти ирттернĕ.
«Чăваш Республикинчи халăх дружинисем çинчен» ЧР Саккунне пурнăçласа район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе ирĕклĕ халăх дружинисем çинчен Положение çирĕплетнĕ.
Хула тата ял тăрăхĕсенче пурĕ ирĕклĕ халăх дружинисем 16 йĕркеленĕ. Вĕсем 297 çынна пĕрлештерсе тăраççĕ. Кашни уйăх итогĕсемпех дружина командирĕсем туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчет тăваççĕ. Халăх дружинисем профилактика ĕçĕнче тĕрлĕ формăсемпе усă кураççĕ: хăйсем тĕллĕн, ашшĕ-амăшĕсемпе тата милици сотрудникĕсемпе пĕрле патруле тухаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра патруле пурĕ 693 хутчен тухнă пулсан, вĕсенчен 286-шне милици сотрудникĕсемпе, 435-шне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле.
Районта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси пур. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çул çитмен 57 ача учетра тăнă, ăнăçсăр 90 çемьере 183 ача пурăннă. Район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе, профилактикăлла ĕçе вăйлатас тĕллевпе, йывăр ачасем çумне ял тăрăхĕсен депутачĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсем обществăлла воспитательсем шутланаççĕ.
Уйрăмах йывăр çемьере пурăнакан ачасене пулăшса районта 1997 çултанпа «Çул çитмен ачасен Вăрмарти социаллă реабилитаци центрĕ» ĕçлет. Унта 20 вырăн. 2002 çулхи июнь уйăхĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ çÿмĕнче диагностикăпа консультаци центрне уçнă. 2005 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа унта социаллă педагог тата психолог штачĕсене çирĕплетнĕ.
2005 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче райадминистраци ларăвĕнче 7 объектра террора хирĕçле туса ирттермелли профилактикăлла мероприятисен йĕркине çирĕплетнĕ.
Террорла актсем пулассинчен сыхланас, хĕç-пăшал, сирпĕтмелли япаласем тата наркотик сутакан çынсене тупса палăртас тĕллевпе милици нарячĕсем Вăрмар станцийĕ витĕр тухса каякан пассажирсем тата грузсем турттаракан пуйăссене тĕрĕслесех тăраççĕ.


31 октября 2007
00:00
Поделиться