Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Велокросра ăмăртнă

    Кăçалхи октябрĕн 18 тата 20-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн VIII тата IX тапхăрти ăмăртăвĕсем, асăннă хуласенче мала тухассишĕн тата чемпионачĕсем пулса иртнĕ.
- Раççей кубокĕшĕн пынă тупăшусенче пирĕн велосипедистсем лайăх енĕпе палăрчĕç, призлă вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç, - тулли кăмăлпа каласа парать Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.АРХИПОВ.
   Çĕнĕ Шупашкар. 1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Кавал шкулĕнче вĕренекен Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак ушкăнрах В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулнă.
   1994-1995 çулхисенчен С.Михайлов (Мăнçырма) виççĕмĕш вырăна тухнă.
Шупашкар. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерствин физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Россинка» лагерьте ирттернĕ тупăшура аслисен ушкăнĕнче Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕ В.Андреева (Çĕнĕ Шулхан) иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен М.Семенова (Шупашкарта Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) иккĕмĕш вырăна тухнă.
   1996-1997 çулсенчи арçын ачасенчен А.Архипов (Мăнçырма) - иккĕмĕш, Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
    Ижевск. Пултаруллă спортсменсем Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн X тапхăрти ăмăртусенче те палăрнă. А.Кохнуров спорт мастерĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. 1994-1995 çулсенче çуралнисем хушшинче А.Архипов тăваттăмĕш пулнă. Çавăн пекех М.Андреев, Г.Романов (Мăнçырма), А.Адюков (Кавал), Н.Чубуков (Çиçтĕпе) лайăх результатсем кăтартнă.


31 октября 2007
00:00
Поделиться