Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕр мăнтăрĕ Киввăрмарсене савăнтарчĕ

   Тин çеç тыр-пулпа кашланă уй-хир паян пушаннă. Ĕнер кăна тыр-пул пухса кĕртни çĕр ĕçченне иртнĕ çитменлĕхсем пирки шухăшлаттарать, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать, çĕнĕлĕхсем шырама хистет.
       Ĕçлеме пĕлекенĕн пÿлми те тулли, выльăх-чĕрлĕхĕ те тутă. Çак сăмахсем «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики пирки пынине ăнланчĕ пулĕ вулакан. Ку хуçалăхра ял ĕçченĕсен уявне паллă турĕç, ырми-канми вăй хунă ял ĕçченне хисеп турĕç. Киввăрмарсен сĕтелĕ тулăххи яр уççăн курăнать. Çак пуянлăх вăл пĕр çын ĕçленипе пулман. Кунта хуçалăх ертÿçин те, агрономăн, зоотехникăн, уй-хирте вăй хуракан рядовой ĕçченпе механизаторăн та, ĕне сăваканпа кайăк-кĕшĕк пăхаканăн та тÿпи пур. Пурте ирхи шуçăмран пуçласа сĕм çĕрлеччен вăй хучĕç. Çавăнпа та кĕр мăнтăрĕ Киввăрмарсене савăнтарчĕ, пĕрне те парнесĕр хăвармарĕ. Вĕсене саламлама район пуçлăхĕ В.Кириллов, Горький чукун çулăн Хусан уйрăмĕн профсоюз организацийĕн председателĕн заместителĕ Д.Комаров, кадрсен пайĕн начальникĕ В.Мартынов, кайăк-кĕшĕк чирĕсемпе кĕрешекен регионти лабораторин директор заместителĕ М.Салахов тата ыттисем те килнĕ. Уява килнĕ представительсем те пушă алăпа пулмарĕç: Тав çырăвĕсемпе хаклă парнесем пачĕç.
- Эпир кăçал ĕçлени пирĕн татах та тухăçлăрах ĕçлеме майсем пуррине кăтартса пачĕ. Çакна пурнăçлама «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пулăшса пыни те вăй парать», - терĕ хуçалăх директорĕ Н.Петров пуçтарăннă халăха саламланă май, ĕçри кăтартусемпе паллаштарчĕ.
    Уява тата савăнăçлăрах тума Шупашкарти чăваш эстрада çăлтăрĕсене чĕнсе илнĕ. Вĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе ĕçчен халăха савăнтарчĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


03 ноября 2007
00:00
Поделиться