Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мероприяти ăнăçлă иртрĕ

     Районта «Çамрăклăха - çирĕп сывлăхлă пурнăç» акци пырать. Çавна май тĕп библиотекăра вăй хуракансем тĕрлĕ мероприятисем ирттерес енĕпе тăрăшулăх кăтартаççĕ. «Çирĕп сывлăхлă пул, юлташăм!» тематикăлла каç ирттерчĕç, наркомани сиенĕ çинчен калакан кĕнеке выставки йĕркелерĕç. Вĕсемех Вăрмарти вăтам шкулăн 10 «б» класĕнче «Наркоманирен - шанчăклă пурнăçа» темăпа мероприяти ирттерчĕç. Кунти тĕл пулу-калаçăва ертсе пыракансем наркомани ăçтан пуçланса кайни, вăл хальхи пурнăçра Раççейре епле аталанса пыни, обществăра унăн калама çук пысăк сиенĕ, СПИД чирĕ, наркоманине хирĕç епле кĕрешмелли, унран хăтăлма мĕн тумалли, тĕрлĕ наркотиксем çинчен тĕплĕн ăнлантарса кирлĕ канаш пачĕç. Ачасемпе ирттернĕ викторина та интереслĕ пулчĕ. Наркоманипе çыхăннă нумай ыйтусем çине тивĕçлĕ, кирлĕ хуравсем пачĕç библиотекарьсем. Викторина çĕнтерÿçине те палăртса парнепе саламларĕç.
 
Г. КОРЫТНИКОВА


03 ноября 2007
00:00
Поделиться