Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ОРВИ тата грипп чирĕсене хирĕç

   Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Кашни çуркуннепе кĕркунне çынсем шăнса пăсăлаççĕ е грипп чирĕпе чирлеççĕ. Ку чир вирусĕ çынран çынна питĕ хăвăрт сарăлнине пула чылай чухне шкулта вĕренекенсем, нумай çын пулакан вырăнта çÿрекенсем тата ыттисем те ушкăнĕ-ушкăнĕпе чирленине курма пулать.
     Кĕр вăхăчĕ çитнĕ май район администрацийĕн санитарипе эпидеми чирĕсене хирĕç кĕрешекен комисси членĕсем лăпкăн ларма пултараймарĕç, комисси ларăвне ирттерчĕç. Ăна район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - санитарипе эпидеми чирĕсене хирĕç кĕрешекен комисси председателĕ Ю.Соколов ертсе пычĕ.
      Чи малтанах район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Эсенкулов 2007 çулта грипп тата ОРВИ чирĕсене хирĕç кĕрешесси мĕнлерех шайра пынипе тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. - Пĕлтĕр çак чирсемпе районта 1352 çын чирленине палăртнă. Чирлисен хушшинче ытларах пĕ-чĕк ачасемпе çул çитмен ачасем пулнă. Грипп чирĕ пĕлтĕр çулталăк пĕтеспе тата 2007 çул пуçламăшĕнчех хăйĕн «вăйне» кăтартма пуçланă. Инфекци 17 кун таран тăсăлнă. 2007 çулхи мартăн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнчен пуçласа апрель вĕçĕчченех çак чирпе чи нумай аптранине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕ наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 3898 çынна грипп чирĕнчен сыхласа прививка тунă. Вĕсен шутне 1-4 класра вĕренекенсем, ача сачĕсене çÿрекенсем, медицина работникĕсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, 60 çултан иртнисем кĕнĕ. Тĕрлĕ çĕртен пулăшнипе тепĕр 19 çынна анчах вакцинаци тунă. Т.Петровапа И.Ильина участокри терапевтсем чирпе активлă кĕрешнине палăртса хăвармалла. Чире хирĕç кĕрешесси пурте питĕ лайăх пулса пырать теме çук. Акă, тĕслĕхрен, транспорт, коммуналлă служба, суту-илÿ, апат-çимĕç ĕçченĕсене çителĕклĕ прививка туман. Ку çитменлĕхсене çитес вăхăтра пĕтермелле, - терĕ Николай Алексеевич. Çак чире хирĕç кĕрешессипе малашне мĕнле ĕçсем туса ирттермелли пирки те чарăнса тăчĕ вăл.
      ОРВИ тата грипп чирĕ яланхи пекех медицинăпа социаллă сферăра чи актуаллисенчен пĕри. 2007 çулта 9 уйăх хушшинче пирĕн районта çак чирсемпе чирленине 1147 тĕслĕх регистрациленĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан грипп чирĕпе - 3, 6, ОРВИ - 11, 6 хут нумайрах пулнă. Кăçал та пĕлтĕрхи ушкăнри çынсене наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вакцинаци тума, ытти çынсене вырăнти бюджетран тата предприятипе организаци укçинчен прививка тумаллине палăртнă. 2007 çулта çак майсемпе 7189 çынна иммунизацилемелле. Çак ĕçсене пурнăçлама районти тĕп больницăра пур условисене те туса хумалли çинчен каларĕ Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Çĕрпÿ районĕнчи представителĕ. ОРВИ тата грипп чирĕ халăха сиен кÿнине тата çынсем чирлени район экономикине палăрмаллах чакарнине шута илсе комисси членĕсем çак чирсене хирĕç кĕрешме тĕрлĕрен профилактикăлла мероприятисем ирттернипе тăтăшах интересленсе тăма пулчĕç, тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç, çак решение поселок тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне çитерме пулчĕç. Çавăн пекех ларура «2008-2010 çулсенче кăшлакан чĕр-чунсемпе, çут çанталăк пулăмĕсемпе килсе тухакан тата уйрăмах хăрушă чирсене хирĕç профилактика тумалли ĕçсем» районти ятарлă программăна пăхса тухрĕç.
      Юлашкинчен пĕтĕмлетсе Ю.Соколов тухса каларĕ. ОРВИ тата грипп чирĕсем районта пурăнакансене сиен ан кÿччĕр тесен поселок тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пурин те тăрăшмаллине, кирлĕ условисем туса памаллине палăртрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА


03 ноября 2007
00:00
Поделиться