Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăх – чи хаклă тупра

    Чăваш Енре “Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа ырă улшăнусем нумай пулнине хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Мĕн каламалли, Чăваш Ен ÿсĕмĕсемпе Раççей Президенчĕ В.Путин та паллашрĕ, наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине хак пачĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕпе Н.В.СУСЛОНОВАПА шăпах халăх сывлăхĕ пирки калаçрăмăр та.
 
– Нина Владимировна, Чăваш Ен çыннисенчен 40 проценчĕ ялта пурăнни паллă. Паян сывлăха сыхлас ĕçĕн ялти уйрăмлăхĕ мĕнре?
– Ялти сыватупа профилактика учрежденийĕсен сетьне йĕркеленĕ çĕрте, паллах, хăйне евĕрлĕхсем пур. Медицина пулăшăвĕ парас системăн структурине реорганизацилесси 2000 çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегин комплекслă программипе килĕшÿллĕн пуçланчĕ. Отрасль реформи нумай тапхăра пырать, сывлăха сыхлас ĕçĕн тĕрлĕ енне пырса тивет. Вăл вара республикăн экономикăпа социаллă политикипе килĕшсе тăрать. Реформа пирĕн отрасле обществăлла финанс уççăнлăхне шута илме, бюджет расхучĕсене шайлаштарма, хушма инвестицисене явăçтарма тĕллев лартать. Чăваш Енре сывлăха сыхлас ĕçĕн структура улшăнăвĕ медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне йĕркеленинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн “Çемье медицинине аталантармалли хушма мерăсем çинчен” Указне пурнăçласа пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕсен институтне йĕркелерĕмĕр. Çемье врачĕн офисĕсем, вĕсем паян республикăра 400 яхăн, уйрăмах ялта пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллă ĕнтĕ, ял çынни врач патне тĕрлĕ сăлтавсем тупса сахал каять – хуçалăхра ĕç нумай, больница инçетре. Офиссем вара çак проблемăсене татса параççĕ те: çăмăл тĕрĕслевсем витĕр тухма район центрне е тĕп хулана каймалла мар. Çемье тухтăрĕ аслисене те, ачасене те вырăнтах пулăшать. Вĕсен пулăшăвĕпе ял çыннисен 60 проценчĕ усă курать.
– Пĕтĕмĕшле практика врачĕ ĕçлеме пуçланин уссине ял çыннисем хак пачĕç ĕнтĕ. Çапах ял çыннисене специализациленнĕ медицина пулăшăвĕ парасси çав-çавах çивĕч ыйту пулса тăрать.
- Ял çыннисем хальхи йышши медицина технологийĕсемпе усă курччăр тесе стационара улăштаракан технологисемпе анлă усă курма пуçларăмăр. Юлашки çулсенче сывату ĕçне лайăхлатса пынăран кăнтăрлахи стационарта тата килти станционарта вырттарса сипленĕ пациентсен йышĕ 2, 2 хут ÿсрĕ. Диагностика службисем техника енчен çĕнелеççĕ, районсем хушшинчи медицина центрĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсем пĕр вырăнта пулни кадрсене тата пурлăхпа техника ресурсĕсене концентрацилеме пулăшаççĕ.
Чăваш Енре реформа çулĕсенче 60 ытла объект ĕçе янă, вăл шутран ятарлă центрсем - 12. Вĕсем: Президентăн перинатальлĕ центрĕ, диагностика, кардиохирурги, нейрохирурги, онкологи, эндокринологи, эндохирурги центрĕсем тата ытти те. Кăçал Шупашкарта федерацин травмотологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ (çулталăкра 6000 операци тумалла) уçăлчĕ, унта Раççей Федерацийĕн çичĕ субъектĕнче пурăнакансем сипленĕç.
– Чăваш Ене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ çул çÿревпе килсе кайнă хыççăн республика отрасльти наци проекчĕсене пурнăçлас ĕçре малта пулнине палăртрĕ. “Сывлăх” наци приоритетлă наци проектне пурнăçлани отрасле малалла модернизацилеме витĕм кÿчĕ-и? Республикăра приоритетлă наци проектне пурнăçланине мĕнле хак паратăр эсир?
– Наци проекчĕн çул-йĕрне уйрăммăн е сыпăкăн йышăнма çук, вĕсем пĕр системăна кĕмелле. Мĕншĕн пире проектăн тĕп çул-йĕрĕсене пурнăçа кĕртме çăмăлрах? Мĕншĕн тесен республикăн стратегиллĕ планĕнче çак тĕллевлĕ программăсене пĕтĕмпех йышăннă. Тепĕр хут калатăп: çакă сывлăха сыхлас ĕçре çеç мар, правительствăн пĕтĕм экономикăпа социаллă политикинче палăрать. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен правительствин пысăк проекчĕ – пĕтĕм республикăна çыхăнтаракан çулсем тăвасси, “03” диспетчер службин комплекс проектне тата çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх программине ĕçе кĕртесси пурнăçланать. Çак комплекслă мероприятисене пула паян çул çинче инкек-синкек курнисене сывату учрежденийĕсене илсе çитерес вăхăт самаях чакрĕ. Аманнине пула вилнисен йышĕ 7 процент, инвалида тухасси 15 процент сахалланчĕ.
– Йышăннă мерăсем, паллах, питех те усăллă. Нина Владимировна, Раççей Президенчĕпе пĕрле çÿренĕ пĕрремĕш вице-премьер Дмитрий Медведев пилот проектне пурнăçлама 13 региона суйласа илнине, çĕр-шывра сывлăха сыхлас ĕçе укçа-тенкĕпе пулăшассине çĕнĕлле йĕркелессине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл губернаторсем лайăх ĕçлекен хăш та пĕр регионсен ĕçне пысăк хак пачĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, Чăваш Ен те проекта хутшăннисен йышне кĕрет?
– Çапла. Проектпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен республикăна 445 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен – 281 миллион тенкĕ. Укçа-тенкĕне ăçта расхутлассине те палăртнă. ЧР Президенчĕ Николай Федоров 2007 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен медицина персоналĕн ĕç укçине 2006 çулхинчен 20 процент ÿстересси çинчен ятарлă Указ кăларнă. Ĕç укçине çĕнĕ системăпа тÿленĕ чухне ĕçĕн юлашки результатне тата ĕç пахалăхне пăхаççĕ. Сывату учрежденийĕсене медикаментсемпе, медицина оборудованисемпе пуянлатма та хушма укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Маларах каларăм ĕнтĕ, сывлăха сыхлас ĕçри реформăна пĕрремĕш сыпăкран пуçларăмăр. Малаллахи тапхăр – стационарла пулăшу парассине реформăласси. Халĕ койка вырăншăн тÿлесси медицина страхованийĕ урлă пулса пырать. Çавăнпа выртса сипленекенсем йышлă, тепĕр чухне йывăр чирлемесĕрех выртаççĕ. Малашне ун пек пулмĕ. Эпир халĕ никама пăхăнман экспертсене явăçтарса çирĕп анализсем тăватпăр: выртмалла-и станционара е çук; Акă, тĕслĕхрен, республика шайĕнчи пысăк, ятарлă учрежденире чи йывăр чирленисем çеç сипленмелле. Халĕ пирĕн тĕрлĕ стандартсене тĕпрен пăхса тухмалла, медицина пулăшăвĕ мĕн хака ларнине пĕлмелле. Медицинăпа экономика стандарчĕсене палăртсан ку учрежденире камсем, тепринче хăшĕсем сывалма пултарассине палăртăпăр. Ун чухне чирлисене сыватма бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрмалли те паллă пулĕ. Çакă, ман шутпа, тĕп задача, ăна эпир çывăх вăхăтра татса пама шутлатпăр.
– Республикăра амăшĕпе ачалăха сыхлас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Кун пирки çĕр-шыв пуçлăхĕ хăй Чăваш Енре çул çÿревпе килсен Президентăн перинаталь центрне кĕрсе курса ĕненчĕ.
– Çакна палăртатăп: Чăваш Енĕн демографи кăтартăвĕсем самаях курăмлă. Сăмахран, паян республикăра чĕчĕ ачисем вилессин кăтартăвĕ чи пĕчĕкки. 2006 çулта республикăри пысăк хуласенче ача çураласси ÿсрĕ. “Амăшĕн капиталне” ĕçе кĕртнĕренпе икĕ тата виçĕ ачаллă çемьесем йышланчĕç. Ку енĕпе умра тата пысăк ĕçсем тăраççĕ. Перинаталь службин системине хатĕрлерĕмĕр, амăшĕсемпе ачасене тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Пирĕн опыта ытти регионсенчен те вĕренме килеççĕ.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн “Неонатальный скрининг” тата “Родовой сертификат” пайĕсемпе республикăри кашни ачана хырăмрах тĕплĕ сăнатпăр.
Чăваш Ен территорийĕнче “Раççей ачисем” программа ĕçлет. Паян республикăри интернатсенче (вĕрентÿ системинче çеç) 3 пин ытла ача пурăнать. Тата 400 ытла ача – ача çурчĕсенче. Чылайăшĕн сывлăхĕсем япăх. Çак ачасене пирĕн çемьесене вырнаçтармалла. Мĕн тумалла ку чухне; “Родовой сертификат” программа тăрăх хушма укçа-тенке хĕрарăм консультацине çеç мар, ачасен поликлиникине те каять. Çапла вара эпир интернатри пĕтĕм ачасене диспансеризаци витĕр кăларатпăр. Ĕçлекен гражданин пекех ача та “сывлăх паспорчĕ” илтĕр. Ача усрава илес текенсен унăн сывлăхĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлмелле.
Тепĕр задача вăл – реабилитаци системине анлăлатасси. 2007-2010 çулсенче эпир икĕ пысăк центр ĕçе кĕртме планланă.
– Наци проекчĕпе реформăн тĕп компоненчĕсенчен пĕри – диспансеризаци. Çакă врачсемшĕн хушма ĕç пулмасть-и?
– Чăваш Ен пĕлтĕр бюджет организацийĕнче ĕçлекенсене пĕтĕмпех диспансеризаци витĕр кăларнă. Республикăри 33 пин çынна яхăн обязательнăй йĕркепе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вĕсен йышĕнче вĕрентÿре, сывлăха сыхлас ĕçре, культурăра тăрăшакансем.
– Приоритетлă наци проекчĕн çул-йĕрĕ çыннăн пĕтĕм пурнăçне, хырăмра чухнех, пырса тивет.
– Питĕ тĕрĕс. Айтăр-ха проектăн тĕп çул-йĕрĕсене тепĕр хут аса илер: “Амăшĕпе ачасен сывлăхĕ” ача çуратмалли сертификат программипе тин çуралнă ачасене тĕрĕслесси те кĕрет. “Медицина пулăшăвĕн профилактика çул-йĕрне аталантарасси” программăра диспансеризаципе вакцинаци тăвасси пирки каланă. Унтан – “Пĕрремĕш медицина пулăшăвне аталантарасси”. Кунта врачсемпе вăтам медперсоналăн ĕç укçине çĕнĕ системăпа тÿлесси, кадрсем хатĕрлесси, поликлиникăпа васкавлă пулăшу службине диагностика оборудованийĕсемпе тивĕçтересси кĕрет. Тата тепĕр çул-йĕр – “Халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ парасси”. Çаксем пурте чăннипех те çыннăн пурнăç циклне кĕреççĕ, вĕсене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçласа пыратпăр çеç.
- Нина Владимировна, Вăрмар районĕнчи сывлăх сыхлавне, халăх сывлăхне мĕнле хак паратăр?
- Сывлăх сыхлавĕнчи учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинче 2003-2010 çулсенче медицина пулăшăвĕ парассин системине реструктуризацилесси» Постановленийĕпе килĕшÿллĕн районти халăха тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассипе, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Районти тĕп больницăра 11 профильпе пурĕ 144 койка вырăн, кăнтăрлахи стационар çумĕнче - 19, поликлиника çумĕнче - 42, килти стационарта 16 койка вырăн шутланать. 2007 çулта талăкĕпе усă куракан 61 койка-вырăн чакнă. Районти сывлăх сыхлавĕнче хальхи вăхăтра врачсем - 50, медицина ĕçченĕсем 213 ĕçлеççĕ. Врачсемпе тата медсестрасемпе тивĕçтересси 10000 халăха 18, 0 тата 76, 9 процентпа танлашать. Аслă категориллĕ врач - 7 (14 процент), пĕрремĕш - 20 (40 процент), иккĕмĕш категориллисем - 9 (18 процент), аслă категориллĕ медицина сестрисем 27 (12 процент), пĕрремĕш - 105 (49 процент), иккĕмĕш категориллисем - 7 (3 процент). Врачсенчен 98 проценчĕ сертификат илнĕ. Коллективра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ - 2, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем - 4, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ работникĕ - 1. Кунта пысăк авторитетлă та талантлă медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Акă терапи уйрăмĕн заведующийĕ Т.Алексеева, гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ М.Кириллова, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн врачĕ О.Московкина, клиникăпа диагностика лабораторин заведующийĕ М.Александрова хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. 2007 çулхи республикăри смотр-конкурс итогĕсемпе килĕшÿллĕн терапи уйрăмĕн заведующийĕ Т.Алексеева «Чи лайăх врач-терапевт» ята тивĕçнĕ.
Ял халăхне паха медицина пулăшăвĕ парасси тĕп вырăнта. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Çавна май 2006 çулта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем Кавалта, Пысăк Енккассинче уçнă, вĕсене реконструкцилеме тата юсама пурĕ 719, 4 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал вара Энĕшпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма палăртнă. «Сывлăх сыхлавĕ» программăпа килĕшÿллĕн район территорийĕнче 6 тĕллевлĕ программа ĕçлет. 2006-2007 çулсенче участокри педиатрсене, врач-терапевтсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕсене, медицина сестрисене хушса тÿленипе вĕсен ĕç укçи ÿсрĕ. Çак категорири врачсене тÿлеме 2006 çулта - 2, 51, кăçалхи 5 уйăхра 1, 25 миллион тенкĕ уйăрнă. 2007 çулта Федераллă реестра 14 врач тата 19 медицина сестри кĕнĕ. Кăçалхи çул пĕлĕве ÿстерес, чирлĕ çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе участокри врач-терапевт - 1, пĕтĕмĕшле практика врачĕ - 2, унта ĕçлекен 2 медицина сестри, участокри врач-терапевтăн медицина сестрисем - 36, фельдшерпа акушер пункчĕн 8 медицина ĕçченĕ, 3 акушер курссенче пулнă.
«Сывлăх» наци проекчĕпе çие юлнă хĕрарăмсене тата ача çуратакансене çурату сертификачĕпе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ параççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра çурату сертификачĕпе 1 миллион та 35 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Çакă вара пулас ача амăшне ача çуратмалли çурта хăйне суйласа илме, çуратиччен тата çуратнă чухне медицина пулăшăвĕ кÿме май парать.
Районти сыватупа профилактика учрежденийĕсене диагностика оборудованийĕпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. 2006 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 9 оборудовани пурĕ 34 миллион тенкĕ, кăçал вара çĕнĕ маммограф, рентген аппарачĕ валли пĕр миллион тенкĕ уйăрнă. Халĕ вĕсемпе вырăнти халăха паха медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. Çавăн пекех наци проекчĕпе килĕшÿллĕн васкавлă пулăшу уйрăмĕ валли УАЗ тата ГАЗ автомашинăсем пурĕ 6 уйăрнă.


03 ноября 2007
00:00
Поделиться