Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял ĕçченĕсене Н.ФЕДОРОВ Президент саламланă

    Кĕркуннехи вăхăт хресченшĕн çулталăкĕпе тар юхтарса ĕçленине пĕтĕмлетесси. Акă районта ял хуçалăх тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявларĕç, вăл районта пурăнакансемшĕн яланлăхах асра юлĕ, мĕншĕн тесен ĕç çыннисене саламлама Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров килнĕ. Районта палăртнă ытти мероприятисенче пулнă хыççăн Культурăпа кану çуртĕнче пуçтарăннă халăхпа тĕл пулчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ, ăшă сăмахсем каларĕ.
 
   - Ялсене тăтăшах тухса çÿренĕ май, юлашки вăхăтра тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, унчченхипе танлаштарсан, кăмăл-туйăмĕ савăнăçлăрах та çĕкленÿллĕрех. Патшалăх ял çыннине пулăшу пама пуçлани хресченре шанчăклăх, пуласлăх çуратать. Апла пулсан ял пурăнать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тăрăшать. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх усраса пахалăхлă продукци туса илет, - терĕ Николай Васильевич. Ĕçре малта пыракансене Н.Федоров патшалăх наградисене пачĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, тĕрĕс çул-йĕр суйласа илсен пурнăç лайăхланассине палăртрĕ.
- Ÿсĕм, çитĕнÿ кашни çын хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çыхăннă, - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов, - кун пек çынсем вара пирĕн районта сахал мар. Çĕр-шывра «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа нумаях вăхăт иртмерĕ пулин те пирĕн районта ку енĕпе ĕçсем пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ. ЧР Президенчĕ пирĕн ĕçе хаклани эпир тĕрĕс çулпа пынине пĕлтерет, - терĕ малалла Вячеслав Николаевич уявпа саламланă май.
Çуркуннепе çуллахи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров туса пачĕ. Ĕçре палăрнисене район пуçлăхĕн хушăвĕпе Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем, райпо системине кĕрекен предприятисем, общепит, «Ресурсы» Агрофирма» хăйсем туса илнĕ продукчĕсен, апат-çимĕçĕсен выставкине йĕркелени те уява пуянлатрĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА


03 ноября 2007
00:00
Поделиться