Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ офис уçăлчĕ

     «Районсенче хальхи шайри банк тытăмĕсем пулмасан экономикăн йĕркеллĕ аталанăвĕ пирки калаçмалли те çук», - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Россельхозбанк» акционерлă уçă обществăн Чăваш регион филиалĕн Вăрмарти хушма офисне уçнă çĕрте. Кун пек филиалсем республикăра 15, районсенче 7 представительство, ял тăрăхĕсенче - 8.
       2008 çул тĕлне республикăри пур районсенче те хушма офиссене уçма палăртнине пĕлтерчĕ Николай Федоров. Наци проекчĕпе палăртнă çул-йĕр пирĕн районта вăй илсе пынине район пуçлăхĕ В.Кириллов кăмăллăн палăртрĕ. Çăмăллăх кредит илекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çак вăхăтра «Россельхозбанкăн» районти филиалĕнче килти хушма хуçалăхсене аталантарма 94 миллион тенке яхăн кредит илнĕ. Кĕске вăхăт хушшинче çакăн пек хăвăртлăхпа ĕçлени район пуçлăхне савăнтарчĕ.
      Чăваш регионĕнчи «Россельхозбанкăн» директорĕ И.Письменская пирĕн районти филиал ĕçченĕсем халăха çăмăллăхлă кредит парассипе лайăх ĕçлени çинчен, çавăнпа та çак офиса пирĕн районта уçма пултарни пирки пĕлтерчĕ.
         ЧР Президенчĕпе Н.Федоровпа район пуçлăхĕ В.Кириллов хăю касса офиса уçнине пуçтарăннă халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Çапла пулмасăр, халĕ ĕнтĕ çăмăллăхлă кредит илес тесен кирлĕ хутсене пуçтарсан Шупашкара кайса çÿремелле мар, вырăнтах пур ыйтăва та татса пама пулать. Офис уçăлнă ятпа унăн управляющине А.Максимована символикăлла уçă параççĕ. Алевтина Веняминовна республика, район, «Россельхозбанк» ертÿçисене района аталантарас, халăхăн пурнăç шайне палăрмаллах ÿстерес тĕллев лартнăшăн пур кăмăлтан тав турĕ, тивĕçе тÿрре кăларма, халăхпа таччăн ĕçлеме шантарчĕ.
     Районта тепĕр çĕнĕ офис уçăлчĕ. Апла пулсан район аталанăвĕ тĕрĕс çулпа пырать, унăн малашлăхĕ умра.
 
А. НИКОЛАЕВА.


07 ноября 2007
00:00
Поделиться