Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасем сывă çитĕнччĕр

    Кăçалхи 9 уйăхра РФ Социаллă страховани фончĕн Вăрмар районĕн уйрăмĕ уйăрнă путевкăсемпе бюджет организацийĕсенче ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсен 16 çула çитмен 141 ача тĕрлĕ санаторисенче, кану лагерĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.
    Ача-пăча санаторисенче медицина кăтартăвĕпе 54 шкул ачи каннă. Пурĕ 1202 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кашни çулах шкулсем çумĕнчи лагерьсенче çамрăк ăру сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Кăçал акă Мăнçырмари, Энĕшпуçĕнчи, Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, Кĕтеснерти, Чупайĕнчи, Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи пурĕ 285 ача шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче пулнă, вĕсене валли 227, 4 пин тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра ачасен кĕркуннехи каникулĕ пырать. Эпир, РФ Социаллă страховани фончĕн Вăрмар районĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем, çĕр-шыва юрăхлă ырă-сывă ачасем çитĕнччĕр тесе май пур таран путевкăсемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çавна май хальхи вăхăтра ачасен сывлăхĕсене çирĕплетекен республикăри «Звездный» лагерьте - 20, «Чайка» тата «Солнышко» санаторисенче 20 ача канать.
 
М. АВЕРЬЯНОВА


07 ноября 2007
00:00
Поделиться