Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе

   Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе район центрĕнче ирттернĕ митинга район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ.
      Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, Вячеслав Николаевич, кăçал çак уява виççĕмĕш хут паллă туни, çулсерен вăй илсе пыракан праçник пĕлтерĕшĕ, Мининпа Пожарский Раççее ирĕке кăларас тата тĕрлĕ наци çыннисене çураçтарас енĕпе тунă ĕçсем пирки каларĕ, митинг уçăлни çинчен пĕлтерчĕ.
      Тĕп доклада район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов турĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн уяв ячĕпе янă саламне вуласа пачĕ.
Праçник ячĕпе райадминистрацин çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ М.Мясникова тухса калаçрĕ, çамрăксем аслă ăру çыннисен ырă йăли-йĕркисене малалла çÿллĕ шайра тытса пырасси çинчен пĕлтерчĕ.
      Районти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


07 ноября 2007
00:00
Поделиться