Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тивĕçе пурте пурнăçлар

   Часах суйлав çывхарса килет. Пирĕн пуласлăх хамăрăн алăра теме пулать.
    Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Çамрăк суйлавçăсен кунĕ иртрĕ. Кăçал 18 çул тултарнă каччăсемпе хĕрсем республика, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пĕрремĕш хут декабрĕн 2-мĕшĕнче суйлава кайса пурнăçлĕç. Çамрăксем аслă ăрури çынсен тĕслĕхĕпе хăйсен чăн тивĕçне ăнланса суйлава яланах хутшăнтăрччĕç. Вĕсем сасăланинчен те нумай килет вĕт-ха. Çамрăк ăру хайĕн шухăшне пĕлтерме пултартăр.
     Çамрăксем суйлава активлă хутшăнма чĕнекен хутсем салатрĕç.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


07 ноября 2007
00:00
Поделиться