Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕвĕ фабрикин малашлăхĕ пысăк

     Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă май «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» АХОна çитсе курнă. Н.Федоров Президентпа пĕрле район пуçлăхĕ В.Кириллов, республикăн ытти яваплă çыннисем пулнă. Республика ертÿçине çĕвĕ фабрики директорĕ С.Белоусова кĕтсе илнĕ, фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă.
      «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи рынок вăхăчĕпе тан аталанса пыма тăрăшать. 1980 çулта йĕркеленнĕскер, 27 çул хушшинче тумхахлă та мухтавлă çулпа пынă вăл. Тĕрĕсрех каласан, ку предприяти районта ура çинче çирĕп тăраканнисен шутĕнче. Кунта туса кăларакан продукци вара пысăк пахалăхпа уйрăлса тăрать. Пурĕ 20 яхăн тĕрлĕ изделисем çĕлеççĕ хастар çĕвĕçсем. Ку енĕпе хальхи вăхăтра 6 бригада вăй хурать. Пĕтĕмĕшле илсен 180 çын тăрăшать фабрикăра. Кунта вăй хуракансем вара производство хăватне ÿстермешкĕн çĕнĕ ĕç мелĕсем шыраççĕ. Вĕсенчен пĕри - Европа стандарчĕпе ыйтакан ятарлă ĕç тумтирĕ. Мускаври «Урсу» «С», «Востоксервис» пысăк предприятисемпе Вăрмарти çĕвĕ фабрики тачă çыхăну тытать. Унсăр пуçне Шупашкарти «Текстиль» тулли мар яваплă обществăпа та ĕçлет. 2004 çулта «Текстиль» тулли мар яваплă общество çине куçсан çĕвĕ фабрики аталану çулĕпе сулмаклăн утма тытăнчĕ.
     Хальхи вăхăтра ку предприятире ĕç костюмĕ çĕлессипе пурте пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
     ЧР Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ В.Кириллов çĕвĕ фабрикинчи цехсенче пулнă май, кунта туса кăларакан продукципе паллашрĕç. Ĕç костюмне ЧР Президенчĕ Н.Федоров тăхăнса пăхрĕ, лайăх хак пачĕ.
      Çавăн пекех Мускав фирмисем валли заказпа çĕлекен «Штурман», «Докер» ĕç костюмĕсене те пысăк пахалăхпа çĕленине палăртрĕ. Кунти çĕвĕçсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе республика ертÿçи виççĕмĕш бригадăри рабочисемпе куçа-куçăн ларса калаçрĕ. Ĕç условийĕсем, ĕç укçи тÿлесси мĕнлерех шайра пынипе интересленчĕ Н.Федоров Президент. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, фабрика ĕç укçине вăхăтра тÿлесе пырать. Унсăр пуçне плана вăхăтра тултарсан преми те параççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан тăрăшса вăй хума пур услови те пурри çинчен палăртрĕç.
       «Пирĕн продукци ГОСТ витĕр тухать, çавăнпа та кашни изделие çĕленĕ чух çĕвĕçсен тимлĕхĕ, ăсталăхĕ те кирлĕ. Унсăр пуçне пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те тăрăшатпăр. Кăçал акă 2 миллион тенкĕлĕх çĕвĕ машинисем туянтăмăр. Çакă ĕç процесне хăвăртлатма май парать», - тесе палăртрĕ С.Белоусова директор фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Продукцие тирпейлекен цехра, фабрика столовăйĕнче пулса курчĕç. Çак столовăйра пулнă май, Н.Федоров Президент, район пуçлăхĕ В.Кириллов рабочисене валли хатĕрленĕ апат рационĕпе те интересленчĕç. Çакна палăртмалла: кунта апатланма хаклă мар. Ялтан ĕçе çÿрекен рабочисем вара кунне пĕр хутчен вĕри апат çиме пултараççĕ. Тепĕр майлă каласан, ĕçлеме, апатланма пур услови те пур.
     Фабрикăри ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн Н.Федоров Президент предприяти пĕр тикĕссĕн аталанса пынине, тĕрлĕ фирмăсем заказĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçланине, çамрăксене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пултарнине, пурлăхпа техника базине вăйлатса пынине палăртрĕ. «Кун пек предприятисене укçа-тенкĕ хывма шанăçлă. Фабрикăна çĕнетессипе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе тата ытларах ĕçлемелле», - терĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров фабрика ĕçченĕсемпе сывпуллашнă май.
 
З. ПАВЛОВА


10 ноября 2007
00:00
Поделиться