Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Саккунпа йĕрке хуралĕнче» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем

    «Саккунпа йĕрке хуралĕнче» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
    Октябрĕн 31-мĕшĕнче поселокри тата ялсенчи шкулсенчен конкурса хутшăннă ачасем Вăрмарти ачасен пултарулăх çуртне пуçтарăнчĕç. Чи малтанах тĕп площадьре район пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ пулнă, ЧР Шалти ĕçĕн министерствин ветеранĕсен совечĕн председателĕн заместителĕ А.Алимов, ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕнче ĕçленĕ, Н.Федоров, районти шалти ĕçсен пайĕн ветерансен совечĕн председателĕ Н.Михайлов çĕнтерÿçĕсене саламласа сăмах каларĕç. Унтан стройпа районти шалти ĕçсен пайне çул тытрĕç. Савăнăçлă линейкăра служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуçĕсене хунă милиционерсен ячĕсене асăнса хăварчĕç. Аслăрах класра вĕренекен ятарлă çар тумне тăхăннă шкул ачисем асăну палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç.
     Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул директорне В.Макарована, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне Г.Иванована, Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Ю.Данилова, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне В.Николаева, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне М.Краснована, Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне П.Егорова «Саккунпа йĕрке хуралĕнче» конкурса активлă хутшăннăшăн тав турĕ.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


10 ноября 2007
00:00
Поделиться