Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕмĕтленни пурнăçа кĕрет

    Хĕрлĕçыр район центрĕнчен чи инçетре вырнаçнă ялсенчен пĕри. Пĕчĕкех те мар вăл. 222 хуçалăхра 418 çын пурăнать. Район центрне кайса килме йывăр пулнă пирки чылайранпа тертленчĕç вĕсем. Ара, ялтан Тикаш ялĕн вĕçне çитме сахалтан та 5 çухрăм утмалла-çке. Йĕпе-сапара вара пушшех хĕн.
     Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республикăри кашни ялах асфальтлă е хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарас енĕпе хушу кăларнă хыççăн Хĕрлĕçырсем тинех ассăн сывласа ячĕç. «Ку пирĕншĕн питĕ лайăх. Апла тăк Тикаш ялĕн айккипе Хĕрлĕçырпа çыхăнтаракан асфальтлă çула туса параççех ĕнтĕ», - хăйсен савăнăçне пытармасăр кĕтсе пурăнчĕç ял-йышсем. Тинех ĕнтĕ вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет. Район администрацийĕ тăрăшнипе çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕн строителĕсем кĕске хушăрах çула вакă чул сарса купаласа та хучĕç. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнчех унта асфальт сарма пуçларĕç.
     В.Герасимов прораб тата А.Александров мастер ертсе пынипе кунта ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Н.Ефимов, А.Степанов, Н.Егоров, С.Иванов рабочисем ĕç вăхăчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Асфальт хуракан машинăпа ĕçлекен В.Захаров, Ю.Георгиевпа Г.Аваков каткистсем ĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. А.Иванов, А.Павлов тата ытти водительсем асфальтпа вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ.
- 1800 метр тăршшĕ çак çула пирĕн ку уйăхра асфальт сарса пĕтермелле, ĕç пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр, - теççĕ хастар строительсем.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


14 ноября 2007
00:00
Поделиться