Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти кооператорсен тÿпи те пур

    Чăвашпотребсоюз III квартал тата 9 уйăх кăтартăвĕсемпе Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кун пирки Чăваш Ен Президентне Николай Федорова Раççей Федерацийĕн Центрсоюз Канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов телеграммăпа пĕлтернĕ. Вăл республика пуçлăхне потребительсен кооперацине пулăшнăшăн тав тунă.
     Чăвашпотребсоюз ÿсĕмĕнче Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе илес пулсан, вăл лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Çак вăхăтра пурĕ 15 миллион та 240 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах. Райпо производствăна аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Акă «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество кăçалхи 9 уйăхра 434 тонна çăкăрпа булка изделийĕсем, «Нива» тулли мар яваплă общество 72580 декалитр пылак шыв туса кăларнă. Ку кăтартусем те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пысăкрах. Унсăр пуçне хатĕрлев ĕçĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Пурĕ 7 миллион та 987 пин тенкĕлĕх хатĕрлев ĕçĕсем тунă. 9 уйăхра 438 тонна сĕт пухнă. Райпо тĕрлĕ тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿрессипе те ĕçлет. Çак вăхăт тĕлне аптека халăха пурĕ 2 миллион та 357 пин тенкĕлĕх, ветаптека 1 миллион та 234 пин тенкĕлĕх эмелсем сутнă.
 
З. ПАВЛОВА.


14 ноября 2007
00:00
Поделиться