Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçĕсем чуна тыткăнлаççĕ

     Поселокра малтан пĕрремĕш вăтам шкул пулнă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче ачасен пултарулăх шкулĕнче вĕренекенсен «Эпĕ пурăнакан кил» ятлă выставка йĕркелени çинчен пĕлтернĕччĕ.
     Халĕ вара Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ В.Данилов (шел пулин те вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă) тата унăн ывăлĕн А.Даниловăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ курав уçăлчĕ. Владимир Данилович тăван çут çанталăка сăнлама юратнă, каярах çак юрату Андрей Даниловича та куçнă. Çамрăк Данилов пуçламăш ÿнер пĕлĕвне Вăрмарти пултарулăх шкулĕнче Ю.Егоров вĕрентекенрен алла илнĕ. Анчах кунта çакна каласа хăвармалла - асăннă шкулта çуллă сăрăпа ÿкерес техникăна вĕрентмеççĕ, апла пулин те Андрей Данилович çак ăсталăха хăй тĕллĕн вĕренсе алла илнĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çакă пĕтĕмпех вăл çине тăнинчен, тăрăшнинчен килнĕ. Çавăнпа та ĕçĕсем чуна тыткăнлаççĕ, тăван тавралăха тата ытларах юратма хистеççĕ.
 
                                                                Ю. ЕГОРОВ


17 ноября 2007
00:00
Поделиться