Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци проекчĕ пулăшрĕ

    Районта «Россельхозбанкăн» офисĕ уçăлнине хаçат вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку район çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çак банкран ял ĕçченĕ наци проекчĕпе килĕшÿллĕн паракан çăмăллăхлă кредита илет. Малтанхи вăхăтра çак укçана илес пулсан ятарласа Шупашкара каймалла пулнă, халĕ вара хамăр районтах. Çакă мар-и халăхшăн тăрăшни, унăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшни.Çак шухăшсемпе Энĕшпуçĕнчи Валерий Петрович Иванов фермер та килĕшет, мĕншĕн тесен вăл Россельхозбанкпа чылайранпа тачă çыхăну тытать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак офис районта уçăлнă кун ăна Чăваш Республикн Президенчĕ Н.Федоров алă тытса саламларĕ, чи активлă клиентсенчен пĕри тесе хаклă парне - тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕ. Ĕмĕр асра юлмалли самантра Ивановсем çемйипех пулчĕç. Ĕçчен çемье çак парнене чăннипех те тивĕçлĕ.
    Пурнăç çитмĕл те çичĕ кукăрлă тенĕ пек Ивановсен те çапла килсе тухрĕ. Пухнă пурлăх пĕр самантрах кĕлпе вĕçсе кайнă. Çапах та çак ĕçе юратакан çемье умри йывăрлăхра пуçа усман, йывăр пулсан та малаллах тапаланнă. Пус çумне пус хушса выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстернĕ, вĕсене хупса усрамалли витесем хăпартнă. Çак вăхăтра вĕсене «Россельхозбанк» та алă тăсса пулăшу панă. «Наци проекчĕн ырлăхне хамăр курса ĕнентĕмĕр. Тавтапуçах РФ Президентне В.Путина, ЧР Республика Президентне Н.Федорова, район пуçлăхне В.Кириллова ял хуçалăхне аталантарма тăрăшнăшăн», - терĕ В.Иванов хăйне пĕтĕм халăх умĕнче Н.Федоров алă тытса саламланă вăхăтра.
 
А. НИКОЛАЕВА.


17 ноября 2007
00:00
Поделиться