Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле ларса калаçар-ха

    Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Тимофеев пирĕн район çыннисене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Депутат - халăх тарçи, тесе ахальтен каламан пулĕ. Чăнахах та депутатпа куçа-куçăн курса калаçма ку хутĕнче те çынсем пуçтарăннă. Урнартан килнĕ А.Иванов ял çыннисене такăр çулпа çÿретесшĕн. Г.Андреева вара хăйĕн пенси укçи тивĕçтерсех каймасть. Шăхальти М.Школьникова 84 çула çитнĕ, ватăлмалăх кунта унăн хăтлă хваттерте канлĕ пурăнас килет. Çапла вара тĕрлĕ ыйтусемпе чылайăн килнĕ В.Тимофеев депутат патне. Пурне те вăл тимлĕ итлерĕ, пурин ыйтăвне те татса пама тăрăшрĕ, вырăнта май килменнисене çырупа хуравлама шантарчĕ. Хăш-пĕрисене çитес вăхăтра татса пама пулчĕ.
 
А. АНТОНОВА.


17 ноября 2007
00:00
Поделиться