Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăкки пĕчĕккинчен пуçланать

    Эçпепе ялĕнчи Тĕп урамри çырма урлă выртакан кĕпере çĕнĕрен юсаса хута яни çĕр-шыв шайĕнчи пулăм мар паллах, кунта пурăнакансемшĕн вара вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ.
      Кун пирки Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов хĕрлĕ хăйăва каснă чухне каларĕ. Ялта пурăнакансем çак кун хăйсен кил-хуçалăхри ĕçĕсене пăрахса килни вĕсемшĕн çакă пысăк пулăм пулни сăмахсăрах паллă пулчĕ. Ара хĕллехи вăхăтра кунти юра тракторпа кĕрсе хырма та хăрушă пулнă. Пушар машинисем каçса çÿремелли çинчен мĕн каламалли пур тата; Çавăнпа та ялти харсăрсем - В.Яковлев, В.Николаев, В.Данилов тата ыттисем те çак ĕçе активлă хутшăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вĕсене пурне те тав çырăвĕсем парса чысларĕ, çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕн начальникне А.Павлова кĕпере юсама пулăшу панăшăн уйрăм тав сăмахĕ каларĕ. Тепĕр çул хута ямалли çул-йĕр объекчĕсене асăнса вĕсене те туслăн ĕçлесен пурнăçа кĕртме пултарассине палăртрĕ. Уйрăмах чуна ялти клуб заведующийĕ Г.Иванова калани тыткăнларĕ: «31 çул ĕнтĕ кунта пурăнатăп, анчах ман асра çак çырма урлă пуçласа тĕплĕ кĕпер пулчĕ. Малашне çак пархатарлă ĕç вăй илсе пырасса шанас килет».
 
В. ТОЛМАТОВ.


17 ноября 2007
00:00
Поделиться