Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çар тивĕçĕ

   Ÿссе çитĕннĕ каччăсен тивĕçĕ - çара каясси. Çулталăкне икĕ хут - кĕрхи тата çурхи призыв пулать. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче кĕрхи призывăн пĕрремĕш ушкăнĕ çара кайрĕ. Виçĕ çамрăк - А.Павлов, Д.Васильев, В.Плотников Мускав çывăхĕнчи Балашиха хулинче хăйсен тивĕçне пурнăçлĕç.
     Чуна тыткăнлакан самант. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ÿссе çитĕннĕ, анчах та вĕсемшĕн яланах «пĕчĕк ача» вырăнĕнче юлакан тĕпренчĕкĕсемпе куççуль витĕр сыв пуллашни. «Салтак пăтти» тутанма каякан çамрăксем хăйсене мĕнле пурнăç кĕтнине аван чухлаççĕ ĕнтĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕ умĕнче салхуллă кăмăлне кăтартмаççĕ, хăйсене тивĕçлĕ тытаççĕ. Канаш хулине çитсен пулас салтаксене çĕнĕ тум парĕç.Çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли пирки, çума пĕрле мĕн илмеллине вĕсене инструкциленĕ.
Кĕрхи призыв каччисем çара ăнăçлă кайса килтĕрччĕç, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пултăрччĕç.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


21 ноября 2007
00:00
Поделиться