Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар», –

тет Арапуçĕнчи Екатерина Тимофеевна Тимофеева (Хованева). Пĕр ĕмĕр çулне çитме тепĕр 10 çул пурăнмалла-ха унăн. Кăçал вăл хăй ĕмĕрĕнчи 91-мĕш кĕркуннене кĕтсе илчĕ. Сахал-и ку, нумай-и - вулакан ăна хăй хаклĕ.
    Екатерина Тимофеевна Кĕлкеш ялĕнчи Тимофей Максимович Максимовпа Матрена Яковлевна Яковлева çемйинче кун çути курнă. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, 9 ача пулнă вĕсен. Шел пулин те 3 ачи вăхăтсăр, чире пула, çĕре кĕнĕ, 4 ывăл та 2 хĕр çитĕннĕ вĕсем. «Вăл вăхăтра пурнăçĕ те чаплах пулман та, пурте пĕр шайра пулнă темелле, çăмăллăн ÿсмен», - тет Катя аппа. Çапах та ашшĕпе амăшĕ ачисене шкул вĕрентес тесе тăрăшнă. «Ялти шкула вĕренсе тухсан аттепе анне Арапуçĕнчи колхоз шкулне вĕренме ячĕç. Вăл вăхăтра колхоз председателĕ, ял Совет председателĕ пулма çапла вĕрентнĕ. Унта пире ялти учитель - Дмитрий Яковлевич Яковлев вĕрентнĕ. Кам шутланă ун чухне вăл ĕмĕрлĕхех ман мăшăр пуласса», - тет Екатерина Тимофеевна иртнине аса илсе.
    1937 çулта Арапуç каччипе Дмитрий Яковлевичпа Екатерина Тимофеевна пĕрлешеççĕ. Кĕçех çамрăк мăшăр, 1938 çулта, алла ывăл ача тытать. Унтан 1941 çулта, хĕр пĕрчи çемьене савăнтарать. «Пурнăç хăй майĕпе шăватчĕ, пурте питĕ лайăхчĕ... анчах хăрушă вăрçă пурнăçа урлă-пирлĕ çавăрса ячĕ. Ялти арçынсем пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайрĕç. Мана ял Совет председательне лартрĕç. Ачисем вакă, вĕсене пăхма юрать-ха килте ватăсем пулнă. Мĕн иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçре ирттернĕ. Икĕ çул ял Совет председателĕнче ĕçленĕ хыççăн колхоз ĕçне пикеннĕ. Ялти ытти çынсемпе пĕрле вăрман та каснă, авăн та çапнă, окоп чавма та кайнă. Çăмăл пулман, вăрттăн макăрнисем те пайтах пулнă. Вăл вăхăтра пурнăç калама çук йывăрччĕ. Эпир пурăнакан кил-çурт çав тери начарччĕ. Хĕллехи кун пÿртре шыв шăнса пăрланатчĕ. Çавна пулах кĕçĕн хĕрĕм Лиза пневмонипе чирлесе пĕчĕклех çĕре кĕчĕ. Ку маншăн чăтма çук йывăр хуйхă пулчĕ. Юрать-ха аслă ывăл - Валерий ÿссе çитĕнсе çын пулчĕ. Халĕ вăл манăн пĕртен-пĕр тĕрекĕм», - тет сăмахне малалла тăсса Катя аппа.
    Вăрçă çулĕсене йывăррăн аса илет вăл, мĕншĕн тесен ун чухне хуйхи-суйхи сахалах пулман. Ялти çынсем выçăпа шыçăнса кайса вилни те чунне тарăхтарнă Катя аппанне. Вăрçă чарăнсан тăван колхозра ырми-канми ĕçленĕ вĕсем. Çĕнĕ çурт лартассишĕн çине тăнă. «Ун чухне ĕçленĕшĕн укçан тÿлесех кайман та укçи-тенки те çитсе пымасчĕ, строительство материалĕсем тупма та йывăрччĕ. Çавăнпа та упăшкапа иксĕмĕр вăрман касма кайса йывăç турттарса килтĕмĕр. Хăмине килте йывăçран çурса тунă. Арçынпа шай тăрса хăма çурасси пĕрре те ансат маррине хăй ĕçлесе курнă çын çеç ăнланма пултарать. Колхоз валли те хăмине сахалах çурман. Ĕçленĕ, тÿснĕ. Çĕнĕ пÿрте хута ярса кĕнине нихăçан та манас çук», - тет Екатерина кинеми. Çапла пулмасăр, кашни пĕрени, кашни урай хăми унăн тарĕпе йĕпенсе хурăннă-çке, унран хакли мĕн пултăр. Çав пÿрт вĕсен картишĕнче халĕ те ларать-ха. Çĕнĕ пÿртĕнче пурăнаççĕ пулин те унта кĕмен кун иртмест Екатерина Тимофеевнан. Кивĕ пÿрт кăмакинче халĕ те кукăль пĕçерет вăл. Сăмах май каласан, вăл кил хушшинче аванах çÿрет, апатне те пĕçерет. Вăл пĕçернĕ тутлă яшкине эпĕ те çисе куртăм. Тахçан анне пĕçернĕ яшка пекех туйăнчĕ.
    Ывăлĕн çемйи - виçĕ мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсем манмаççĕ Екатерина кинемине, тăтăшах шăнкăравласах тăраççĕ, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлеççĕ. Халĕ те çуралнă кунпа пурте саламланă, çав шутра РФ Президенчĕ В.Путин тата Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та. Куншăн вара вăл çав тери савăннă. «Пурнăç еплерех улшăнчĕ, 90 çулхи карчăка та çĕр-шыва ертсе пыракансем саламлаççĕ», - тет Екатерина кинеми. Çапла пулмасăр, савăнма нумаях та кирлĕ мар. Çак салама тивĕçлех ĕнтĕ ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлесе авăннăскер.
Пĕр мăнукĕ - Ираида - Англире качча тухнă, унтах врачра ĕçлет. Тепри - Наташа - Мускавра, медицина наукисен кандидачĕ, виççĕмĕш мăнукĕ Александр - Мускавра хăрушсăрлăх службинче тăрăшать. Пурте çемьеллĕ. «Мăнуксемпе савăнатăп, эпĕ вĕсене çав тери юрататăп. Шел, çак савăнăçа мăшăрăм кураймарĕ, 1987 çулта çĕре кĕчĕ», - тет вăл ассăн сывласа. Тарават та ырă кăмăллă кинеми кĕрхи куна çăм арласа кĕскетет. Хаçат, кĕнеке вулама юратать. «Хĕрлĕ ялав» хаçат вара - чи çывăххи. Ял çинче хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ вăл. Ырми-канми вăй хунăшăн тĕрлĕрен грамотăсемпе тав хучĕсем, юбилей медалĕсем те нумай унăн. Çапла пурăнать 90 çулхи Екатерина Тимофеевна. Малашне те ниме пăхмасăр кашни куншăн савăнса пурăнма Турă пулăштăрах.
 
А. НИКОЛАЕВА.


21 ноября 2007
00:00
Поделиться