Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чемпионат вĕçленчĕ

    Мини футбол енĕпе районта ирттернĕ уçă чемпионат вĕçленчĕ. Тупăшăва 8 команда хутшăнчĕ.
Çивĕч кĕрешÿре чемпион ятне «Аниш» (тренерĕ С.Лушин) команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - «Кивĕ Вăрмар», виççĕмĕшĕнче «Дина» командăсем. Çĕнтерÿçĕ «Аниш» команда кубока, диплома тата хаклă приза тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă командăсене грамотăсемпе наградăланă, хаклă призсем панă.
    «Чи лайăх хÿтĕленекен» ята «Кивĕ Вăрмар» командăри Р.Ахметов, «Чи лайăх вратарь» ята «Аниш» командăри А.Люкин, «Чи лайăх тапăнакан» ята «Дина» командăри А.Иванов тивĕçнĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ çĕнтерÿçĕ командăна футбол мечĕкĕ парнеленĕ. «Пинер» командăна çĕнтерÿшĕн хастар кĕрешнине палăртмалла.
 
А. КРАСНОВ


21 ноября 2007
00:00
Поделиться