Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашни яла – çул-йĕр

«Чăвашавтодор» унитари патшалăх предприятийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем ялсем патне пахалăхлă çул-йĕр хывассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кăçал пирĕн районта пурĕ 11, 2 километр хытă сийлĕ çул хывнă.Вĕсенчен 7, 935 километрне вара Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн хастар ĕçченĕсем. Пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА лару-тăрăва тĕплĕнрех пĕлес тесе «Чăвашавтодор» тытăмне кĕрекен Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн директорĕпе А.ПАВЛОВПА тĕл пулса калаçнă.
- Александр Витальевич, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн кĕске вăхăтра автоçулсен сетьне ÿстересси, республикăри кашни яла хытă çулпа çыхăнтарасси пирки кăларнă указ пирĕн районта мĕнле пурнăçланса пырать?
- Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров автоçулсем тăвассине хăвăртлатас пирки йышăннă документ пирĕн ума пысăк тĕллевсем кăларса тăратрĕ. Н.Федоров Президент пирĕн районти çул-йĕр строительстви валли 2007-2008 çулсенче 200 млн. тенкĕ уйăрнă. Çавна май, çул-йĕр хывассипе пирĕн районта кăçал пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Управлени унчченхи çулсенче те сахал мар ĕç тунă, юсанă, тытса тăнă. Ку енĕне пирĕн опыт та, вăй-хал та çителĕклĕ. Президент хушăвне пурнăçласа эпир кăçал сахал мар ĕç турăмăр.Çĕнĕ Вĕренер ялĕ патне çул-йĕр хыврăмăр.Унсăр пуçне Вăрмар - Кавал - Нăрлат, Вăрмар - Ямпай автоçулсене, Тикаш ялĕн айккипе каякан, Хĕрлĕçырпа çăхăнтаракан 1800 метр тăршшĕ çула асфальт сарнă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçламасăр хăварма хăнăхман. Ĕç калăпăшĕ пысăк пуласса шута илсе пин-пин тонна тĕрлĕ чул, хăйăр турттарса хунă, ытти чĕр тавар хатĕрленĕ.
- Тунă çулсем те ĕмĕр тăмаççĕ вĕт-ха. Ял çыннисем ав урамсене те асфальт сарма ыйтаççĕ.
- Питĕ тĕрĕс. Пирĕн управлени район тăрăх хывнă 200 километра яхăн çула пăхса тăрать. Юлашки çулсенче хĕл ăшă килнĕрен вăл вăхăтсăр ватăлать, çĕмĕрĕлет. Çĕннисемпе ĕçленĕ вăхăтрах киввисене те юсама вăхăт чылай уйăратпăр. Пурлăхпа техника базине те пуянлататпăр.
- Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕ республикăра сумлисен шутĕнче. Мĕн пулăшать сире производствăна паянхи пек йĕркелеме, ĕç калăпăшне çуллен ÿстерме?
- Чи малтанах, рабочисемпе специалистсем пĕр шухăшлă пулса тăрăшни. Коллективри кашни çын предприяти яланах йĕркеллĕ ĕçлетĕр, тăкаксем чакса пыччăр тесе тăрăшать. Çакă çĕнĕрен çул-йĕр тума пулăшать, район территорийĕнчи мĕн пур çула кирлĕ пек тытса тăмалли никĕс пулса тăрать.
 
Ĕçĕсем чуна тыткăнлаççĕ
Поселокра малтан пĕрремĕш вăтам шкул пулнă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче ачасен пултарулăх шкулĕнче вĕренекенсен «Эпĕ пурăнакан кил» ятлă выставка йĕркелени çинчен пĕлтернĕччĕ. Халĕ вара Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ В.Данилов (шел пулин те вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă) тата унăн ывăлĕн А.Даниловăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ курав уçăлчĕ. Владимир Данилович тăван çут çанталăка сăнлама юратнă, каярах çак юрату Андрей Даниловича та куçнă. Çамрăк Данилов пуçламăш ÿнер пĕлĕвне Вăрмарти пултарулăх шкулĕнче Ю.Егоров вĕрентекенрен алла илнĕ. Анчах кунта çакна каласа хăвармалла - асăннă шкулта çуллă сăрăпа ÿкерес техникăна вĕрентмеççĕ, апла пулин те Андрей Данилович çак ăсталăха хăй тĕллĕн вĕренсе алла илнĕ тесен те йăнăш пулас çук. Çакă пĕтĕмпех вăл çине тăнинчен, тăрăшнинчен килнĕ. Çавăнпа та ĕçĕсем чуна тыткăнлаççĕ, тăван тавралăха тата ытларах юратма хистеççĕ.
 
Ю. ЕГОРОВ


21 ноября 2007
00:00
Поделиться