Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр

    «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи - районта сумлисенчен пĕри. Унччен те, халĕ те туса кăларакан продукци пахалăхĕпе палăрса тăнă. Маркăна тытса тăнипе пĕрлех малалла сулмаклăн аталанать вăл. Предприяти ăнăçлă ĕçленинче пуçлăхран пуçласа кашни специалистăн, ахаль рабочин тÿпи те пур. Вĕсен яваплăхне, тăрăшулăхне пула килет те çитĕнÿ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ĕçлĕ визитпа çĕвĕ фабрикинче пулнă май предприяти лайăх аталаннине палăртнă. Çавна май мĕн шухăшлаттарать, мĕн савăнтарать кунти ĕçченсене? Фабрика Раççей шайĕнче аталанса пытăр тесе тата мĕн тумалла? Чи малтанах фабрикăри специалистсене, рабочисене итлесе пăхас терĕмĕр.
  Светлана Емельянова, виççĕмĕш бригадăри çĕвĕç:
- Эпир çĕлекен изделисене Мускаври тĕрлĕ фирмăсем, çавăн пекех вырăнти халăх та ытларах туянни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çакăн вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: эпир, çĕвĕçсем, хамăр ĕçе тĕплĕн тума тăрăшатпăр. Туса кăларнă продукци ГОСТ витĕр тухать. Тепĕр майлă каласан, пахалăха тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Çавăнпа та пире Мускаври пысăк çĕвĕ фирмисем шанаççĕ. Вĕсенчен заказ чылай килет. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме тăрăшатпăр. Кăçал акă çĕнĕ çĕвĕ машинисем 2 миллион тенкĕлĕх ытла туяннă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров пирĕн патăрта пулнă май, эпир туса кăларнă продукципе интересленчĕ. Унпа куçа-куçăн ларса калаçни (ÿкерчĕк çинче) мана тата та лайăхрах ĕçлеме хавхалантарчĕ. Пирĕн çăмăл мар ĕçе пысăк хак пани, пахалăхлă продукци тата та ытларах кăларма хистет.
Виççĕмĕш çĕвĕ бригадин мастерĕ Людмила Ивановна Григорьева:
  - Предприяти çулталăкра çĕннине нимĕн те тумасан, технологине çĕнетмесен, вăтам ĕç укçине ÿстермесен, продукци пахалăхне лайăхлатмасан çав предприятин пуласлăхĕ çук. Хамăр пирки вара çакна каланă пулăттăм: пирĕн бригадăра пурĕ 22 çын вăй хурать. Кашни хăйĕн ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Хальхи вăхăтра Мускаври пĕр çĕвĕ фабрики заказ панă «Секьюрити» хĕллехи ĕç тумне çĕлетпĕр. ЧР Президенчĕ Н.Федоров фабрикăра пулнă май, эпир çĕленĕ ĕç костюмне тăхăнса пăхрĕ, çĕвĕçсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ. Плана вăхăтра тултарса пыратпăр. Çавна май премине те тивĕçетпĕр. Ĕç укçи ĕçленĕ тăрăх. Акă иртнĕ уйăхра вăл вăтамран 5000 тенкĕ ытла пулнă. Кун-çул уттинчен юлмасăр малалла ăнтăлма тăрăшатпăр.
 
З. ПАВЛОВА


24 ноября 2007
00:00
Поделиться