Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çиçтĕпене - паха çул-йĕр

     Автомобиль çулĕсем мĕн ĕмĕртен халăхăн наци пуянлăхĕ пулнă. Чăваш Енре вара çул-йĕр хуçалăхне тата автомобиль çулĕсен сетьне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районта та ку ĕç тĕллевлĕ пулса пырать. Акă, нумаях пулмасть Кавал - Пăвакасси - Çиçтĕпе автоçул хута кайрĕ. Çиçтĕпесене паха çулпа тивĕçтерессипе Сĕнтĕрвăрринчи «Маяк» тулли мар яваплă обществăн строителĕсем чылай тăрăшнă. Çак çула уçнă çĕрте район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, финанс пайĕн пуçлăхĕ О.Васильев, райадминистрацин промышленноç, транспорт, çыхăну, ЖКХ, строительство пайĕн тĕп специалисчĕ А.Тихонов, «Маяк» тулли мар яваплă обществăн директорĕн заместителĕ А.Александров, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма ялĕсен халăхĕ хутшăннă. Район пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев районти инфраструктура пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынипе, Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ пирĕн районта пур енлĕн пурнăçа кĕнине, çавна май çитес çул Чăрăшçырма ялĕ патне çитиччен хытă сийлĕ çул тăвассине те палăртрĕ. Çул-йĕр строителĕсене пархатарлă ĕç тунăшăн лайăх хак пачĕ. Çул вăл - пурнăç. Унчченхи çулсенче кĕрлĕ-çурлă çанталăкра Çиçтĕпе ялне çитме чĕр нуша пулнă. Халĕ вара 185 çын пурăнакан ял патне паха çул сарнă. Çак çула уçнă ятпа ирттернĕ уявра та С.Андреева клуб заведующийĕ, килти хушма хуçалăхра тăрăшса вăй хуракан 6 ача ашшĕ В.Чубуков, унăн мăшăрĕ С.Чубукова тата ыттисем те вĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн Чăваш Ен Президентне, район администрацине, çул-йĕр ĕçченĕсене ырă сăмахсем каларĕç. «Эпир хамăр ял патне çул хывасси çинчен ĕмĕтленнĕ кăна. Ĕмĕтленни вара пурнăçа кĕчĕ. Малашне те ял сăн-сăпачĕ улшăнса, лайăхланса пырасса шанас килет», - терĕç вĕсем.
 
З. ПАВЛОВА.


24 ноября 2007
00:00
Поделиться