Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çултан-çул лайăхланса пыраççĕ

     «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ кунран-кун анлăн сарăлса пырать. Çак проекта палăртнăранпа улшăнусем чылай лайăх еннелле сулăннă. Çакна хамăр ĕçри тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать. Акă кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан 2004 çулта аш-какай туса илесси 19, 4 центнер пулнă, ку кăтарту 2005 çулта - 24 центнер, 2006 - 53, 2 центнер, 2007 çулта çак вăхăт тĕлне 60, 1 центнерпа танлашнă. Сĕт туса илесси кашни 100 гектар çĕр пуçне 2004 çулта 65, 4 центнер, 2005 - 80, 7, 2006 - 152, 7, кăçалхи 10 уйăхра 216 центнера çитнĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ашне 2004 çулта 6774 центнер, 2005 - 6710, 2006 - 8528, 2007 çулхи çак вăхăт тĕлне пурĕ 8550 центнер сутнă. Сĕт туса илессин кăтартăвĕсем те палăрмаллах ÿснĕ: 2004 çулта - 21640 центнер, 2005 - 20084, 2006 - 21988, 2007 çулта çак вăхăт тĕлне 26400 центнер туса илнĕ. Вăтамран пĕр ĕне пуçне сĕт сăваслăхĕн кăтартăвĕсем те аван: 2004 çулта 1811 килограмм пулнă пулсан, 2005 çулта 2239, 2006 - 2975, 2007 çулта вара ку вăхăт тĕлне 3360 килограмм сунă. Мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 2004 çулта 338 грампа, 2005 - 314, 2006-362, 2007 çулта çак вăхăтра 540 грамм пулнă. Сыснасен талăкра ÿт хушаслăхĕ 2004 çулта 233, 2005-307, 2006 - 271, кăçал ноябрь уйăхĕ тĕлне 305 грамм. Бройлер чăхсенчен 2004 çулта - 2153 пин штук çăмарта, 2005-2565, 2006-3153, 2007 çулта 3500 пин штук туса илнĕ. Ку вăл пĕр чăх пуçне шутласан 2004 çулта 129, 7 штук, 2005 - 150, 5, 2006 - 151, 2007 çулта ноябрь тĕлне 153 штук.
     Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче те сĕт туса илессипе 2004 çулта 1333 тонна пулнă пулсан, кăçал çак вăхăт тĕлне 13893 тонна çитнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăтартусем самаях çÿлелле хăпарнă. Аш-какай туса илесси, выльăхсен йышне хушасси, пысăк тухăçлă тĕш тырă туса илесси, фермăсенче çĕнĕрен оборудовани лартасси патшалăх пулăшăвĕсĕр пулман. Çакна вара Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсем В.Путинпа Н.Федоров лайăх ăнланаççĕ. Ял хуçалăх отрасльне малалла аталантарассишĕн çине тăраççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçлет те ĕнтĕ пирĕн район та.
 
О. ВАСИЛЬЕВ.


24 ноября 2007
00:00
Поделиться