Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Отчетпа суйлав пухăвĕ

   Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Вăрмар райповĕн акт залĕнче уполномоченнăйсен черетлĕ отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Мероприятие райпо совечĕн председателĕ К.Никитин уçрĕ. Пурĕ 9 ыйту пăхса тухрĕç пайщиксем.
    Райпо совечĕн председателĕ К.Никитин 2007 çулхи 10 уйăх хушшинче коллектив мĕнле ĕçлени пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ, потребкооперацин экономикине вăйлатмалли тĕллевсене асăнчĕ.
      Кăçал Раççей потребкооперацийĕн юбилейлă çул - Раççей кооперацийĕ аталанма пуçлани 175 çул çитнине паллă тунă. Çавна май кăçалхи çула тата «Пайщик çулĕ» тесе пĕлтернĕ.
       Потребительсен кооперацийĕн опычĕ, унăн пуян историйĕ, утса тухнă çул-йĕрĕ ял хуçалăх, кредит, производство кооперацийĕсен ĕçĕсене йĕркелесе яма хистерĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни кооперацие те малалла кайма май парать. Паянхи кун потребительсен кооперацийĕ çирĕп кооперативлă система пулнине палăртма кăмăллă. Уйрăм хушма тата хресчен хуçалăхĕсене пулăшать вăл. Ĕçсĕрлĕхпе те кĕрешет потребкоопераци, çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет, ял хуçалăх продукцине тирпейлесе хатĕрлет, сутать, тĕрлĕ тавар туса кăларать, хатĕрлев енĕпе ĕçлет, пулăшу сферине аталантарса пырать. Потребительсен кооперацийĕн вăй-халĕ чăннипех иксĕлми. Çынсемшĕн, çынсен ячĕпе ĕçлес туртăм пултăр кашнинех.
      Райпо системинче пурĕ 330 çынна яхăн тăрăшать.
    Самана улшăнса пынă май çĕнĕрен çĕнĕ магазинсем ÿссе лараççĕ. Çивĕч конкуренцие çĕнтерме райпо магазинĕсен хальхи стандартсене тивĕçтермелле. Вăрмар поселокĕнче «Заря» гастроном март уйăхĕнчен пуçласа самообслуживани мелĕпе ĕçлет. Енчен те малтан уйăхне тавар çаврăнăшĕ 30 пине яхăн тенкĕлĕх пулнă пулсан, халĕ 800 пин тенкĕлĕх. Ку кăтарту курăмлă. Апла пулсан çĕнĕлĕх лайăх енне илсе пынă. Ăнăçлă микрорайонта вырнаçнă «Вăрмар» самообслуживани магазинĕ те пысăк малашлăха шантарать.
     Пухăва хутшăннă Чăвашпотребсоюз председателĕ В.Павлов сăмах илнĕ май, çитес 3 çулта ял магазинĕсене ăшă туалетсем лартасси, кирлĕ оборудовани вырнаçтарасси пирки каласа хăварчĕ. Ялсене çул уçас ĕç те райпо системине аталанма пулăшать. Кунти магазинсем ытларах халăхран сĕт пуçтарассипе тупăш илеççĕ. Вăтакас ялĕнчи И.Шакова чи çамрăк сутуçă сĕт пуçтарассипе пуринчен те ирттернĕ.
    Пухура уçă сасăлав ирттерсе К.В.Никитина малашне те райпо совечĕн председателĕ пулма çирĕплетсе хăварчĕç.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


24 ноября 2007
00:00
Поделиться