Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПĔР ЫЙТУ ТА ХУРАВСĂР ЮЛМĔ

    Районта иртнĕ Информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи пай начальникĕ Н.Прокопьева, «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Ю.Соколов, О.Васильев тата ытти яваплă çынсем 4 ушкăна пайланса «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕнче, «Ресурсы» Агрофирма» акционерсен хупă обществинче, районти тĕп больницăра, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта, райпора, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче, Пысăк Енккасси, Чулкас, Тикаш, Пинер ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа тĕл пулнă.
   Пинер ял тăрăхĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Пинер ял администрацийĕнче, тĕслĕх библиотекăра, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса республикăн, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче информаци ушкăнĕ РФ Патшалăх Думине депутатсем суйлас ыйтăва та хускатрĕç, çавăн пекех РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă наци проекчĕсем, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн çул-йĕр, çурт-йĕр, ялти культура учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетессипе çыхăннă Указсем, программăсем пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Çак тăрăхри ял халăхĕнчен, вĕрентекенсенчен те ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсем Çĕнĕ Кинчертен Пинере çити хытă сийлĕ çул-йĕр хывасси, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула май пур таран хальхи пекех сыхласа хăварасси, Çĕнĕ Кинчерте фельдшер пункчĕ кирлĕ пирки каларĕç. Çак ыйтусене республикăн, районăн яваплă çыннисем çитес вăхăтра пăхса тухма шантарчĕç. Çывхарса килекен суйлава пурин те активлă хутшăнмаллине палăртрĕç.
 
З. ЕЛАКОВА.


24 ноября 2007
00:00
Поделиться