Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ предприяти уçăлчĕ

    Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. «Чи кирли - предпринимательлĕхе активлă хавхалантарни, производство тата пулăшу ĕçĕсене аталантарни», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
    Производство тенĕрен, кăçал акă районта тепĕр пысăк производство комплексĕ «Аван-полимер» тулли мар яваплă общество уçăлчĕ. Ăна йĕркелесе яраканĕсем - Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр тăван Сергейпе Владимир Павловсем. Вĕсем тăрăшнипе кăçал кĕске вăхăтра çак производство комплексĕ çĕкленчĕ. Унăн директорĕ çак ялтах çуралса ÿснĕ О.Ильин. Хальхи вăхăтра кунта оборудовани вырнаçтарма строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çитес вăхăтра çĕнĕ йышши оборудовани илсе килме палăртнă. Унта вара пахча çимĕç сапма шлангсем кăларма тытăнĕç. 2008 çулхи январь уйăхĕнчен вара производство хута кайĕ. Çапла майпа ялта пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерĕç. Хальхи вăхăтра кунта ĕçлеме рабочисене йыхравлаççĕ. Çакăн пек предприятисем çĕнĕрен уçăлни район аталанăвне пысăк витĕм кÿрет. Çавна май пирĕн республикăн промышленность производствин ÿсĕмĕ Раççейри вăтам шайран çÿлерех çĕкленчĕ.
 
З. ПАВЛОВА.


28 ноября 2007
00:00
Поделиться