Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксем тĕллевлĕ пулăшу илеççĕ

      Çын ăшă та хăтлă çуртра пурăнтăр, ачасем çуратма ан хăратăр тата ватăсен канлĕхĕшĕн ан кулянтăр тесен тивĕçлĕ инфраструктура кирлĕ. Раççейри пурлăх тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пуян мар регионшăн халиччен пулман кĕске вăхăтра республикăри халăх пурăнакан пĕтĕм вырăна çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çакă ялсенче çурт-йĕр тăвас ĕçе пысăк витĕм пачĕ, строительство комплексне ура çине тăратрĕ тата пĕр çын пуçне тивекен пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе нефть кăларакан субъектсенчен те иртсе кайма май пачĕ - эпир асăннă отрасльте нумай çул Раççейри малта пыракан виçĕ субъект шутĕнче. Раççей Президенчĕ Чăваш Енре пулнă май пирĕн пурăнмалли çурт-йĕр строительствин, уйрăмах çамрăксем валли çурт-йĕр тăвассин опычĕпе интересленнĕ. 2002 çулти 6 çемьерен пуçланса кайнă çамрăксен ипотеки тулли хула халăхĕ чухлĕ аталанса çитрĕ теме пулать - 8 пин çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр туянас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Çамрăк çемьесене çурт-йĕр тума, хваттер туянма тĕрлĕ программăсем вăйра. Пирĕн район администрацийĕ ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлет. «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çамрăк çемьесене тата ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ.
    Çак программăпа килĕшÿллĕн пирĕн Пинер ял тăрăхĕнче çурт-йĕр çавăрма 2006 çулта 3 çемье - 190-шар, 2007 çулта 1 çемье 130 пин каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Вĕсенчен пĕри - Э.Арефьевсен çемйи. Çамрăк мăшăр çак укçа-тенкĕпе кĕске вăхăтрах 2 хутлă капмар çурт çавăрма пултарчĕ. Оксанăпа Эдуард халĕ 2 ача çитĕнтереççĕ. Çакăн пек çурт хăпартма РФ Президенчĕн В.Путинăн, Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн наци проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пымасан питех те йывăр пулнă пулĕччĕ тесе палăртаççĕ.
 
О. ИВАНОВ.


28 ноября 2007
00:00
Поделиться