Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Амăшĕн кунне - Шупашкара

   «Единая Россия» парти тата хĕрарăмсен республикăри совечĕ йĕркеленипе республикăри хĕрарăм-активистсем Амăшĕн кунне уявлама тĕп хулана пуçтарăнчĕç. Унта райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ тата хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова ертсе пынипе пирĕн районти хĕрарăмсен ушкăнĕ те хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Уяв культура институчĕн вĕрентÿ театрĕнче «Матерям одной России» темăпа пулса иртрĕ. Тĕп ыйту - çемьесене, ача амăшĕсене тата ачасене медицина пулăшăвĕ, социаллă пулăшу кÿресси, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси.
- Çĕр çинче аннерен çывăхрах, хаклăрах çын çук. Аннене пула çеç эпир тăван чĕлхе илемне пуçласа туятпăр, халăх йăлисене чуна хыватпăр, ырă тума тата тăван çĕр-шыва юратма вĕренетпĕр, - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн сăмахĕнче. Сакăр е ытларах ачана пурнăç парнеленĕ амăшĕсене, хăйĕн 4 ачипе тата усрава илнĕ 7 ачана ÿстерекен амăшне Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
   Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсемпе алла диплом илме ĕлкĕрнĕ хĕрсемпе каччăсем амăшĕсен ячĕпе пысăк концерт кăтартрĕç.
 
З. ИЛЛАРИОНОВА.


28 ноября 2007
00:00
Поделиться