Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашнин хутшăнмалла

     Çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлавччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Эпир, çĕр çинче Турă тивлечĕпе пурăнакансем, Раççей çыннисем, çак яваплă тапхăрта хамăр шухăшăмăрсене каламасăр тăма пултараймастпăр. Кашнийĕн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, ирĕкĕ, анчах та пирĕн пурин те пĕр тĕллев пулмалла, çĕр-шыв малашлăхĕшĕн сасăламалла. Вăл вара тÿрремĕнех РФ Президенчĕ В.Путин çул-йĕрĕпе çыхăннă.
    Раççейре, Чăваш Республикинче, хамăр районта чиркÿ патне çулсем уçăлни савăнтарать. Кĕске вăхăтра пирĕн районта та чиркÿсем уçăлчĕç. Çынсем унта чун канăçлăхне тупма пултарчĕç, уççăнах чиркÿ еннелле туртăнаççĕ, малашлăха ĕненеççĕ.
Çавăнпа та хамăрăн пуласлăхшăн суйлава кайса сассăмăрсене памаллах.
 
В. БАЙГУШЕВ.


28 ноября 2007
00:00
Поделиться