Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывă çемье – наци çирĕплĕхĕ

    Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çемье медицини службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ.
     Пĕтĕмĕшле практика врачĕн институчĕ паян çемьене, пациент миçе çултине пăхмасăр, тĕрлĕ енлĕ медицина тата социаллă пулăшу парать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ çемье врачĕ пулса тăчĕ.
     Пирĕн поселокра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ 2005 çулта уçăлнă. Çак çĕнĕ тытăма пурнăçа кĕртнĕ хыççăн чирлĕ çынсем хăйсем пурăнакан вырăнтах, вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлесе врачăн паха пулăшăвне илме пултараççĕ. Манăн участокра пурĕ 2200 çын. Çемье врачĕ пулнă май чирлĕ çынсене тĕрлĕ консультацисем паратăп, вĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслетĕп. Çавăн пекех вырăнпа выртакан пациентсем патне çитсе вĕсене кирлĕ пулăшу пама тăрăшатăп. Хамăр территорийĕнче чирлисемпе ĕçлеме васкавлă пулăшу машини те пур.
«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши оборудовани туянни паха медицина пулăшăвĕ пама, ĕç процесне çăмăллатма пулăшать.
   Палăртма кăмăллă: çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ бюджетсенчен укçа-тенкĕ те çителĕклĕ уйăраççĕ. Çак цифрăсемпе диаграмма тăрăх паллашма пулать.
 
О. МОСКОВКИНА.


28 ноября 2007
00:00
Поделиться