Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аннесене чысларĕç

   Амăшĕсен кунне халалласа районти культурăпа кану центрĕнче чаплă мероприяти иртрĕ. Пухăннисене район пуçлăхĕ В.Кириллов, хĕрарăмсен Совечĕн председателĕ Г.Петрова саламларĕç. Ун хыççăн «Капельки», «Созвездия», «Затмения», «Веселые нотки» культурăпа кану центрĕн художество пултарулăх коллективĕсем савăнăçлă концертпа савăнтарчĕç.
 
С. ПАВЛОВА.


01 декабря 2007
00:00
Поделиться