Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Икĕ хут амăшĕсем

    Еплерех шăпа кĕтет-ши çут тĕнчене килнĕ пепкене. Ку вăл йăлт унăн ашшĕ-амăшĕнчен килет. Чăн-чăн çемьере кăна ача тĕрĕс-тĕкел çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă е вĕсене пачах та кирлĕ мар ачан вара ăçта кайса кĕмелле-ши? Усрава илнĕ ачасен шучĕ ÿссех пырать. Амăшĕн кунĕ ячĕпе Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче хăйсен çемйине ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсене пуçтарчĕç. Реабилитаци центрĕн директорĕ - Л.Русанова хăнасене тарават кĕтсе илчĕ, пурне те кунти пурнăçпа паллаштарчĕ. Çавра сĕтел хушшинче пуçтарăннă районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Г.Петрова, ертсе пыракан специалист Л.Эсенкулова, райадминистрацин çул çитмен ачасен комиссийĕн членĕ Н.Борисова тата ыттисем те тăван мар ача ашшĕ-амăшĕсемпе пуçтарăнчĕç. 2007 çултан пуçласа районти социаллă хÿтлĕх пайĕ те ачасене усрава илес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Ачасене çемьесене илессипе районта Шăплат ялĕ лидер пулса тăнă. 17 усрав ача пурăнать кунта. Савруковсен çемйине 3 çулхи Оля хутшăннă. Хăйсен тăван ачисем - 3, тăван маррисем те халĕ çавăн чухлех. Савруковсем хыççăн «Малютка» ача çуртĕнчен 2 ывăл çитĕнтерекен Ивановсем те Олимпиада ятлă хĕр пĕрчи илнĕ.
    Кашниех хăйсен ачисем çинчен чунтан каласа кăтартрĕç, хăйсен савăнăçĕ, йывăрлăхĕ çинчен. Вăрманкасри Григорьевсен çемйи 3 ача çитĕнтерет: 10 çулхи Таня, 6 çулхи Саша, 5 çулхи Маша. «Акă пĕчĕк Сашăна йĕлтĕр, Машăна çунашка илсе панă. Пĕрремĕш хут йĕлтĕр çине тăнă ачан савăнăçне каласа кăтартаймăн. Çулла валли бассейн, ача-пăча площадки лартса панă. Кÿршĕллĕ Степановсемпе (вĕсен те икĕ усрав ача) туслă пурăнатпăр, кашнин çуралнă кунне паллă тăватпăр», - каласа пачĕ Любовь Александровна. Педагог пулса ĕçленĕ хĕрарăм йăлт ачасен воспитанийĕпе ĕçлет.
   Мĕнле сăлтавпа илеççĕ-ха ют çын ачисене çемьене? Хăшĕ-пĕрисем ĕçсĕр тăрса юлнă, теприсен ачисем çитĕнсе тухса кайнă, тата теприсен ача пулмасть тата ытти те. Епле пулсан та çемье ăшшине туйса çитĕнекен ачаран телейли çук.
     Ачасем телейлĕ кăна çитĕнччĕр çемьесенче.
 
Э. АЛЕКСЕЕВА.


01 декабря 2007
00:00
Поделиться