Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Кун çинчен шухăшламалăх пур!» -

теççĕ Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем.
Кашни пирус пачки çине «Пирус туртни сывлăхшăн сиенлĕ», - тесе çырнă пулин те, туртакансен шучĕ чакмасть. Урампа пынă чух çамрăксем пирус мăкăрлантарнине курсан, чун ыратса каять.
    «Çак сиенлĕх çинчен кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех каласа памалла», - тесе шутлатпăр эпир, кĕçĕн класра вĕрентекенсем. Тĕрлĕрен тĕслĕхсем тупса памалла, медицина кăтартавĕсемпе палаштармалла, табак наркăмăшĕ çыннăн чи хăрушă тăшманĕсенчен пĕри пулнине курма вĕрентмелле. Тĕслĕхрен: çерçи е кăсăя сăмси патне никотинпа йĕпетнĕ патака илсе пырсанах, вĕсем вилсе выртаççĕ. Çитĕннĕ çын кунне 2-3 пачка, ачасем - çур пачка туртсан, пурнăçпа сывпуллашма пултараççĕ.
    Çак кăткăс проблемăна татса парас тесе шкулта пынă «Сывлăх» уйăхлăхра Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта 3-мĕш «г» тата 4-мĕш «в» классенче вĕренекенсемпе ытти кĕçĕн класс ачисем валли уçă мероприяти хатĕрлерĕмĕр. Ăна куракансем хушшинче класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелесе пыракансем те, ашшĕ-амăшĕсем те, аслă класра вĕрентекенсем те пулчĕç.
   Тĕп геройсем - Ĕнепе Упа пирус туртса чутах пурнăçпа сывпуллашмаççĕ. Юрать, вĕсене вăхăтра пулăшаççĕ.
    Мероприятие ытти кĕçĕн классем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕрен ÿкерчĕксем, плакатсем ÿкерчĕç.
     Пирĕн мероприяти пурне те килĕшрĕ.
    Ĕç ăнăçлă вĕçленсессĕн вырăссем: «Ĕç шлепкере», - теççĕ. 47 ача хăйсем аллисемпе тунă илемлĕ шлепкесемпе сцена çине тухса тăрсан, куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Пурне те сывлăх, телей сунса юрăпа мероприятие вĕçлерĕмĕр.
     Çак ĕç ачасен сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса чунтан шанатпăр.
 
Л.ЯКОВЛЕВА, А.МАДУРОВА.


01 декабря 2007
00:00
Поделиться