Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуçаруллă ĕçченсен утăмĕсем сулмаклă

    Чăваш Ен промышленность, ял хуçалăх производствине аталантарассипе Раççейре малтисен шутĕнче. Акă 2006 çулта республикăра промышленность производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 15, 9 процент чухлĕ (Раççейре - 4, 2 процент), çав шутра тирпейлекен производствăра 18, 5 процент (Раççейпе - 4, 6 процент) ÿснĕ.
     Республикăри пысăк предприятисем управлени ĕçĕн çĕнĕ шайне тухрĕç, çакă вĕсене продукци кăларассине ÿстерме, Раççей потребитель рынокĕнче малти вырăнсене йышăнма кăна мар, компанисене капитализацилеме тата налук тÿлевне ÿстерме май пачĕ. Çавна май пирĕн районта та промышленность предприятийĕсем аталану çулĕ çине тăни куç кĕрет. Ку енĕпе район пуçлăхĕ В.Кириллов, район администрацийĕ пысăк утăмсем тăваççĕ. Вăхăтлăха ĕçлеме чарăннă е панкрута тухнă предприятисене çĕнĕрен чĕртессипе пур майсемпе тăрăшаççĕ.
      Акă унччен маларах 1990-мĕш çулсенче Раççейĕн политика юхăмĕ улшăнса пынипе, экономика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕссĕн аталанманнине кура чылай предприятисен, заводсемпе фабрикăсен производство шайĕ чакнă çемĕн чакса пынă. Çавăн пек предприятисенчен пĕри - Вăрмарти механика завочĕ те пулнă.
     2000 çулта ноябрь уйăхĕнче завода А.Гогинян предприниматель хăй çине илнĕ. Анчах шел те, вăл та завода ура çине тăратайман.
     Хальхи вăхăтра ăна хута ярассипе Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускаври «Меткер» акционерсен уçă обществăн генеральнăй директорĕ Алексей Васильевич Тимофеев тăрăшать.
     Унччен маларах юхăнса ларнă заводра пысăк улшăнусем тунă. Унăн пысăк цехне çĕнĕрен реконструкциленĕ. Офис пулакан çурта та тĕпрен юсанă, тирпей-илем кĕртнĕ. Кунта тăрăшса вăй хуракан рабочисем станоксене хута ярассипе тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра çĕнĕ оборудовани илсе килме палăртнă. 2008 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа вара производствăна хута яма палăртнă. Кунти ĕçченсем лифт валли запас пайĕсем кăларма тытăнĕç. Завод директорĕ О.Еремеев пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе 2 сменăпа йĕркелеме палăртнă. Механика завочĕн специалисчĕсем вара çак предприятие тупăшлăрах ĕçлеттерме тĕрлĕ майсем шыраççĕ.
      Юлашкинчен çакна палăртмалла: промышленность производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ çÿллĕ шая çĕкленни район экономикине çирĕп аталанса пыма пулăшать. Палăртма кăмăллă, çак ĕçре вара пирĕн ентешсен тÿпи те пур. Эппин, А.Тимофеев пек пуçаруллă ĕçченсен утăмĕсем сулмаклă пулччăр.
 
З. ПАВЛОВА.


01 декабря 2007
00:00
Поделиться