Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Единая Россия»: 72 процент

   РФ Патшалăх Думин суйлавĕнче «Единая Россия» парти Вăрмар районĕнче чи нумай сасă пуçтарнă. Уншăн суйлавçăсен 72 проценчĕ сасăланă.
   Вăрмар территори суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Патшалăх Думин суйлавĕнче çичĕ процентлă чикĕ урлă икĕ парти каçнă: «Единая Россия» - 72 процент сасă пухнă, РФКП - 10, 69 процент. Ытти партисен кăтартăвĕсем çапла: РЛДП - 6, 68 процент, «Справедливая Россия» - 6, 29 процент, Раççей аграри партийĕ - 0, 5 процент, «Раççей патриочĕсем» - 0, 81 процент, «Яблоко» - 0, 44, «Граждансен вăйĕ» - 0, 24, Социаллă тĕрĕслĕх партийĕ - 0, 15, СПС партийĕ - 0, 13 процент, Раççей демократи партийĕ - 0, 12 процент.
    Парламент суйлавне районти мĕн пур суйлавçăсен 75, 47 проценчĕ хутшăннă. Хăш-пĕр суйлав участокĕсенче çак кăтарту татах та пысăкрах пулнă. Вăтакасри суйлавăçсем çак пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă мероприятие 100 проценчĕпех хутшăннă. Чăрăшçырмари суйлав участокĕнче суйлавçăсен - 95, 24, Паттире - 92, 05, Энĕшпуç станцийĕнче - 87, 29, Çĕнĕ Вĕренерте - 86, 61, Шăхальте - 86, 48, Энĕшпуç ялĕнче - 85, 62, Аслă Чакра - 85, 45 проценчĕ сасăланă.


07 декабря 2007
00:00
Поделиться