Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялсене çĕнетессишĕн

   «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре журналист-аграрисен тÿпи те пур...», - терĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Н.Володина Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин ларусен залĕнче иртнĕ конференцие уçнă май. Калаçу теми: «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре регионти прессăн витĕмлĕхĕ» пулчĕ.
   Çавра сĕтеле РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей аграри юхăмĕн председателĕн заместителĕ В.Денисов, Раççей аграри журналисчĕсен Ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ А.Смородов, ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, «Россельхозбанкăн» республикăри филиалĕн директорĕ И.Письменская хутшăнчĕç.
   В.Денисов «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ патшалăх пĕлтерĕшлĕ пилĕк çуллăх программа пулса тăни тата РФ Патшалăх Думи çĕр-шывра виçĕ çуллăх бюджет палăртса хуни çинчен пĕлтерчĕ.
   М.Игнатьев министр юлашки çулсенче пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсем патшалăх енчен пулăшу пулнипе тĕрлĕ енлĕ аталанса пынине, çавăн пекех журналист-аграрисене массăллă информаци хатĕрĕсенче ял çыннисемшĕн тĕрлĕ статьясем çырнăшăн ырă сăмахсем каларĕ.
   И.Письменская «Россельхозбанкăн» вырăнти филиалĕ наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
    А.Смородов журналист-аграрисен Ассоциацийĕ çĕр-шыври 700 пичет кăларăмне пĕрлештерсе тăни çинчен каларĕ тата унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Чăваш Республикин пичет кăларăмĕсене Ассоциаци членне илни çинчен свидетельствăсем пачĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


07 декабря 2007
00:00
Поделиться