Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çанталăк сивĕтни пушар хăрушлăхне ÿстерет

   Ваттисем каланă тăрăх, «Вăрă вăрлать те хăварать, пушар килет те пĕтĕм пурлăха кĕл тăвать». Кашни кунах тĕнчипе пушар мĕн чухлĕ çынна хуйхă кÿрет, çыннăн пурнăçне татать. Телевизорпа тата радиопа та «хĕрлĕ автан» алхаснине, тĕтĕмпе чыхăнса вилнине пĕлтереççĕ.
   Пушар хăрушă пулăм пулнине пĕлсе тăратпăр пулсан та унăн хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурăнмастпăр, асăрхануллă пулмалли çинчен час-часах манса каятпăр. Хăш чухне «Инкек пирĕнпе пулмасть-ха», тесе калакансем нумай. Ача-пăчана килте-и, шкулта-и пушар хăрушă япала пулнине аса илтерсех тăрас пулать, инкек тума пултарнине ăнлантарса, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентсех тăмалла. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пĕлмесен вара ачине мĕнле пĕлÿ пама пултарать-ха? Шăрпăка ача-пăча алли çитмен çĕре хурас пулать, кивĕ электроприборсене çĕнетсе е юсаса тăмалла. Çак япалана манса каяс марччĕ: пушар ытларах çĕрле, пĕтĕм çын тарăн ыйхăра чухне тухать. Кунсем хĕл еннелле кайсан та килте вутă хутакансем патĕнче пушар тухнисем сахал мар, çакăнтах мунчасем сахал мар çунаççĕ.
   Аса илтерес килет: кăмака мăрйисене яланах юсавлă тытмалла (штукатурка туса шуратса тăмалла), çăварĕ умĕнчи урайне 70-50 сантиметрлă тимĕр листи çапмалла, тимĕр листи айне вара 1 см хулăнăш асбест листи хумалла. Хĕле кĕтсе илсе газ кăмакисемпе усă курма пуçларăмăр, анчах та кăмака пăрăхĕсене пурте хатĕрлесе пĕтермен (чылай тĕлте çу каçа çурăлса пĕтнĕ, тăм шывĕпе е эмульси краскипе шуратман). Асбест пăрăхĕсене вара çунман материалпа йăваласа хумалла, мĕншĕн тесен çанталăк сивĕтсе пынă май пăрăхсем шăнса лараççĕ, çавна пула тĕтĕм çулĕ пÿлĕнни наркăмăшла шăршă-сĕрĕмпе вилнисен йышне ÿстерет.
    Газ кăмакипе вентиляци шăтăкĕ яланах уйрăм пулмалла. Çакăн пек тĕслĕхсем нумай: пÿрте сивĕ кĕрет тесе çак вентиляци шăтăкĕсене çăтăк-çурăкпа хупласа хураççĕ. Сивĕ çанталăксенче мăрьесене уйрăмах тĕрĕслесе тăрас пулать, çакна валли вара районти ВДПО уйрăмĕнче кирлĕ пек специалистсем пур, вĕсем сире яланах пулăшу пама хатĕр. Пĕлмен, ятарласа вĕренмен çынсене кăмака, газ приборĕсем патне яма ан тăрăшăр. Хамăр тимсĕрлĕх, çăмăлттайлăхпа пĕлнĕ-пĕлмен «специалистсем» пире пушар патне илсе килме пултарĕç. Кайран çакна пула ÿкĕнмелле ан пултăр.
 
Г. МОРОЗОВА.


15 декабря 2007
00:00
Поделиться