Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Г.Волков паллă çын

    Хамăр республикăра пурăнакансемшĕн çеç мар, Раççейри, тĕнчери çĕр-çĕр çыншăн чăн-чăн Аслă вĕрентекен пулса тăнă Геннадий Никандрович Волков. Ахаль тĕл пулу-и, студентсен умĕнче лекци вулать-и, пĕр-пĕр пухура тухса калаçать-и - кашнинчех итлекенсене тыткăна илет. Ăна итлесе ларакансен куçĕсенче чĕрĕлĕх, пурнăçлăх, хавхаланупа ĕмĕт çиçет. Мĕнле мелсемпе, асамлăхĕпе халăха тыткăнлать вăл?
     Унăн çакăн пек туртăм туйăмне аталанма пулăшакан тăрăх - Аслă Елчĕк. 8 çулта вăл пĕрремĕш класа вĕренме каять. Унăн ачалăхĕнче тăватă тĕрлĕ вĕрентекен пулнă, анчах кашниех Генăшăн пĕлÿ тĕнчинче гранит чул евĕр туйăннă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Августина Ильинична Семенова вырăс хĕрĕ пулсан та тăван чĕлхене хаклама вĕрентнĕ. Тепĕр вĕрентекенĕ тăван таврлăхăн илемне курма хăнăхтарнă. Виççĕмĕшĕ - Илья Семенович - тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калама пултарнăран тыткăнланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра арифметикăна пĕр-пĕр вăйă вырăнне хунă. Çырасси Генăшăн йывăр ĕç шутланнă. Мĕн пĕчĕкренех юмахсем вулама юратнă. Çакă Геннадий Никандровичăн пĕтĕм ăс-хакăл çутлăхĕнчи пĕлтерĕшне уçса паракан пулăм пулса тăнă та. Пĕрремĕш хут вăл ватă карчăксене 1935 çулта Марфа Трубинан «Хăнаран» калавне вуласа панă, унтан йĕтем çинче ĕçлекенсем умĕнче. Иккĕмĕш класранах колхозра: сÿреленĕ, акнă, вырнă, йывăç лартнă, лавпа тырă, улăм, утă турттарнă.
    Тем пек йывăр пулсан та асламăшĕ вĕрентсе каланă сăмахсене асра тытнă: «Йывăр ĕçре кĕлетке ыратать, анчах чун канать е тата чирлисемпе юлхавсем кăна ывăнаççĕ. Ывăнтăн - вăш-вашрах ĕçле. Ывăнни иртсе каймасан - мунча кĕр. Мĕншĕн тесен пĕр чир кăна пур, вăл - шăнни».
    Ашшĕне сайра-хутра кăна куркаланă - вăл е çĕрĕпе ĕçре, е инçетре, анчах унăн вĕрентĕвне те яланлăхах асра хăварнă. Геннадий Никандрович ачасене ашшĕ-амăшне юратма, хаклама, ăна упрама кирлине ăнлантарнă. Вăл каланă тăрăх, амăшне çемьере шутламасан, çемьере нимĕнле воспитани те пулмасть иккен. Ашшĕ каланине тĕпе хурса Г.Волков акă мĕнле çырать: «Амăшĕ, ачусене тав тума вĕрент. Енчен те сирĕн юратăва ача хакламасть пулсан, ача хăйне юратнине кăна курма вĕренет. Ачасен телейĕшĕн кăна ан çун, вĕсем те санăн хуйхуна туйччăр. Ачасемшĕн юлташ пул, анчах хĕр-тус мар. Вĕсемпе юнашар пул, анчах вĕсенчен çÿлерех тăр. Ачасене япаласем çинчен мар, ĕç çинчен шутлама вĕрент. Амăшĕ, яланах хăвăн пирки шутла, манса кайсан - ачасене йывăр килĕ. Амăшĕ, ачасен ыйтăвĕсене, вĕсен хирĕçлевĕсене çÿле çĕкленме ан пар».
   Аннен вĕрентĕвĕнче мĕн тĕрлĕ сăмах вăйĕ палăрмасть пулĕ: сĕнÿ, ыйту, ырлани, сăмах пани, ÿкĕт, ăнлантарни, танлаштару, пил, сăнлав, шахвăрту. Çак сăмахсене çирĕплетекен шухăша Г.Волков çапла палăртать: «Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Пулас ăрăва тĕрĕс пăхса çитĕнтересси чи малтанах тăван чĕлхе хисепĕнчен, чысĕнчен килет».
 
И. ИВАНОВА.


15 декабря 2007
00:00
Поделиться