Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Таратин призĕсене çĕнсе илессишĕн

  Иртнĕ шăматкун районти Спорт çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕр тăван Таратинсен призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри турнир иртрĕ. Ăмăртăва Шупашкар, Канаш, Патăрьел, Комсомольски тата пирĕн районăн çамрăк спортсменĕсем, пурĕ 7 команда, 105 спортсмен хутшăнчĕ.
  Акă, спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.
Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Власов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхне В.Кириллова рапорт парать.
- Вăрмар çĕрĕ паллă спортсменсемпе пуян. Пĕр тăван Таратинсем вара ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе чапа тухнă. Вĕсен спортри çитĕнĕвĕсем паянхи çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Паян ăмăртăва хутшăнакансене пурне те ăнăçусем сунатăп, - тет Вячеслав Николаевич.
   Ăмăртăва йĕркелекен И.Таратин килнĕ хăнасене, тупăшăва хутшăнакансене саламланă май, çĕнтерÿçĕсем валли хаклă парнесем хатĕрлени çинчен пĕлтерет.
   Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Власов ăмăрту йĕркипе паллаштарать.
   Часах ăмăртусем пуçланаççĕ.
    Кавир çине 1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем тухаççĕ.
   Ку ушкăнра пирĕннисенчен Д.Скворцовпа С.Романова (Кавал) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
1994-1995 çулхисем хушшинче те çĕнтерÿçĕсем пур. А.Александров (Кавал) - пĕрремĕш, А.Мельков (Арапуç) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
    Хĕр ачасенчен хăйсен виçисенче К.Мироновапа (Вăрмар поселокĕ) Ю.Горшкова (Кавал) Хисеп пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç, А.Иванова (Чулкас) виççĕмĕш вырăнта.
1990-1993 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинчи кĕрешÿ уйрăмах çивĕч иртрĕ.
   Финалта Кавал хĕрĕпе Арина Табаковапа Шупашкар районĕнчи Апашри Лилия Арефьева тĕл пулчĕç. Аринан «тăшманĕ» çирĕп кĕлеткеллĕ те пысăк пÿ-силлĕ хĕр ача. Раççей ăмăртăвĕсене хутшăнса яланах призерсен йышĕнче пулнă Аринăна çакă нимĕн чухлĕ те хăратмарĕ. Кĕрешÿ мелĕсене лайăх вĕренсе çитнĕскер ăна часах çурăм çине çавăрса та хучĕ.
  Комсомольскинчен килнĕ Лилия Кудисова виççĕмĕш вырăна юлчĕ.
   Арçын ачасем те маххă памарĕç хăйсемпе кĕрешекенсене. П.Кузьминпа (Кавал) А.Алексеев (Вăрмар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Ăмăртусем вĕçленчĕç, çĕнтерÿçĕсем те паллă ĕнтĕ. Спортсменсене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов тата И.Таратин саламлаççĕ, çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăлаççĕ, медальсемпе хаклă парнесем параççĕ.
Вăхăт малаллах шăвать. Кĕçех Николайпа Владимир Таратинсен юбилейĕсем çывхараççĕ. Çак ятпа вĕсене ăшшăн саламларĕç, парнесем парса чыс турĕç.
 
А. ХОВАНСКИЙ.


15 декабря 2007
00:00
Поделиться