Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çуртсем хушăнаççĕ

   Пурăнмалли çурт-йĕрĕн ипотека кредичĕсем енĕпе йышăннă программăсене пурнăçласа Чăваш Республики темиçе çул ĕнтĕ ку енĕпе Раççейре малта пырать. 2006 çулта республикăра 8 пин çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр туянас енĕпе патшалăх пулăшăвне илнĕ.
   Пирĕн район администрацийĕ çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма е çавăрма патшалăх пулăшăвĕ парассипе тĕллевлĕ ĕçлет. 2005 çулта - 11, 2006 çулта - 5, 2007 çулта 6 çемье ипотека кредичĕ илнĕ.
Районта çурт-йĕр хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ĕçлет. Çурт-йĕр туянассипе республика тата федераллă программăсем вăйра.
    «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакан çемьесене тата çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăраççĕ.
Акă сăмахран, Ыхраçырма ялĕнчи Светлана Львовнапа Анатолий Спиридонович Ивановсем «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр çавăрма каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вĕсем икĕ хутлă капмар çурт çавăрнă. Эппин, çак пысăк мар ялта çитес çул та çуртсем хушăнасса шанас килет. Ялта çамрăксем тĕпленсен, унăн малашлăхĕ те пур.
 
З. ЕЛАКОВА.


19 декабря 2007
00:00
Поделиться