Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăшĕ хаклă? Ача е эрех?

   Арçын йÿççине кăмăллать тетпĕр, хĕрарăм «хаяр çĕлене» тăтăшах ĕçсен çынлăхран тухать. Пирĕн хушăра нумайлансах пыраççĕ-çке эрех серепине çакланакан амăшĕсем. Акă иртнĕ кунсенче тĕл пулнă ÿкерчĕк асăмран тухмасть. Урамра 10 градус сивĕ. Çурçĕр енчен вĕрекен çилĕ вара ÿт-пĕве çÿçентерет. Çакăн пек сивĕ çанталкăра 2 пĕчĕк ачине çавăтнă хĕрарăм урам вĕçнелле утать. Ачисем çăмăл куртка тăхăннă, пуçĕсенче çÿхе калпак, урисенче вара - резина атă. Хĕрарăм хĕрĕнкĕ иккенни таçтанах паллă: урисене те сĕтĕреймест, аран-аран утать. «Ăçта каяççĕ-ши вĕсем?» - пуçран тухмасть пĕр шухăш. Мана хирĕç килекен хĕрарăм ачасене шеллесе сăнанине кура пулĕ: «Ял вĕçĕнчи пĕр арçын патне каяççĕ. Пĕччен арçын патне пухăнаççĕ ĕçкĕçĕ хĕрарăмсем. Лешĕ тĕрмерен тухайнă çеç-ха, çамрăк ачаллă хĕрарăмсене темшĕн илĕртет», - терĕ.
   Чăн та, ман умра пыракан икĕ ачаллă хĕрарăм урам вĕçĕнчи чалăшса кайнă çурта кĕрсе кайрĕ. Паян ун пек илемсĕр пÿртсем ялсенче питĕ сахал, чÿречине çĕмĕрнĕ пулĕ те, унта минтер чиксе хунă. Пĕчĕк хапха алăкĕ чалăшнă, кунта арçын пурăнать тесе калаймăн. «Кил хуçине кура - хăнисем», - теççĕ мар-и? Ырă та ĕçчен, сăпайлă хĕрарăм кĕмест ку çурта.
    Хамăр пурнăç парнеленĕ тĕпренчĕксем те курăнмаççĕ иккен эрех авăрне путсан. Мĕнле хăтăлмалла унран. Ытла та шалккă-çке ĕçкĕçĕсен ачи-пăчине. Мĕн ыррине курса ÿсеççĕ вĕсем? Хăçан ăнланса илĕпĕр-ши хамăр айăпа? Кая юлмăпăр-ши? Çакă кашни амăшне шухăшлаттарма тивĕç. Хамăр пурнăç парнеленĕ ачасен шăпине эпир татса паратпăр. Халь тăвакан йăнăшсемшĕн каярахпа явап тытма та тивĕ. Эрех мар, ачасем хаклă пулмалла пирĕншĕн. Анчах...
 
В. ВАНЮШКИНА.


19 декабря 2007
00:00
Поделиться