Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ĕçсем тăвар

    ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикинче 2008 çул «Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулни çинчен» Указ кăларнă. Çакă пулчĕ те районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми. Информаци кунне ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Белов, «Чăваш Республикин Çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи пай начальникĕ Т.Расколова, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ Ю.Соколов, райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланса Энтрияль, Аслă Чак, Арапуç ял тăрăхĕсенче пулса унти халăхпа тĕл пулнă.
    АРАПУÇ. ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Арапуç ял администрацийĕнче, Культура çуртĕнче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, вăтам шкулта пулса РФ Патшалăх Думин суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен» Указĕпе паллаштарнă.
    Çакна палăртмалла: пирĕн район суйлав итогĕсемпе лайăххисен шутĕнче. Арапуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем те иртнĕ суйлава активлă хутшăннине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов. Çавăн пекех çитес çулхи Президент суйлавне те пысăк активлăхпа хутшăнмаллине палăртрĕ. Кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов 2008 çулта вĕрентÿ системинче çĕнĕлĕхсем пуласси, шкулсене реструктуризацилессипе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
    ЧР суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров Арапуçсем ĕçчен те пултаруллă çынсемпе палăрса тăнине, чăваш интеллигенцийĕ пуян ăс-хакăллă пулнине палăртрĕ.
    ЭНТРИЯЛЬ. Пĕрлехи информаци кунĕнче ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ А.Белов, Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи пай начальникĕ Т.Расколова, райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Андреевпа пĕрле Энтрияль, Шăплат ялĕсенчи модельлĕ библиотекăсенче çынсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Информаци кунĕнче Патшалăх Думин суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç.
    Регистраци службин пай начальникĕ Татьяна Геннадьевна çĕр участокĕсене, çурчĕсене харпăр хăй пурлăхĕ тумалли, вĕсене тăванĕсем çине куçармалли йĕркепе паллаштарчĕ. Ял халăхĕ хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем тупрĕ.
 
З. ПАВЛОВА, Э. Алексеева.


22 декабря 2007
00:00
Поделиться