Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

    Депутатсен ларăвĕнче кун йĕркинче чи малтан укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. 2007 çулхи 9 уйăхра район бюджечĕпе мĕнле усă курнине, çав вăхăтрах резерв фондĕнчи укçа-тенкĕпе еплерех ĕçлени çинчен, района килсе кĕрекен тупăшĕпе тăкакĕ пирки район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ку тата ытти хăш-пĕр ыйтусене депутатсем сÿтсе явиччен халăх умĕнче итлерĕç. Çавăн пекех районăн 2007 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртсе хăварчĕç.
   Депутатсем умĕнче муниципаллă пурлăха хула, ял тăрăхĕсем çине куçармалли йĕрке çинчен райадминистрацин муниципаллă пурлăх управленийĕпе экономика пайĕн начальникĕ Н.Краснова паллаштарчĕ. Шăхаль тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене каялла тавăрса памалла мар муниципаллă куçман пурлăхсене панине пĕлтерчĕ. «2020 çулчченхи Вăрмар районĕн энергетика программи» тата «2007-2010 çулсенче районти çул-йĕрсем çинче хăрушсăрлăха ÿстересси» ятарлă программăсене çирĕплетесси çинчен райадминистрацин строительство, коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспорт, промышленность тата çыхăну пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Тихонов тухса калаçрĕ. Вăрмар поселокĕнчи, ялсенчи çĕнĕрен ÿссе ларнă урамсенчи çуртсене электроэнерги кĕртмелли тата районти çул-йĕрсене инкексем пуласран асăрханса юсасах тăрасси тата хăш-пĕр ялсене çитме çĕнĕрен асфальтлă çулсем сарасси пирки чарăнса тăчĕ. Райадминистрацин муниципаллă службăри ĕçĕ-хĕлĕ пирки район администрацийĕн юридици секторĕн заведующийĕ Л.Степанов тухса калаçрĕ. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Вăрмар поселокĕнчи çул çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕнчи ĕç вăхăтне улăштарса çирĕплетес ыйтăва хускатрĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов райадминистрацин структурипе паллаштарчĕ, ларăва пĕтĕмлетрĕ. Ларура палăртнă кун йĕркисене депутатсем активлă хутшăнса сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Юлашкинчен пурте пĕр саслă пулса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев ертсе пычĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА.


22 декабря 2007
00:00
Поделиться