Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял çыннине пулăшма

    «АПК аталанăвĕ» наци проектĕнче малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли, хуçалăхăн пĕчĕк формисен аталанăвне хавхалантармалли мерăсем палăртнă. Çак проект пурнăçа кĕрсе пыни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене татах та хавхаланса ĕçлеме хистесе тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пама пулать. Выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсене аталантарас тĕллевпе кăçал ку таранччен районти хресчен (фермер) хуçалăхсемпе уйрăм кил хуçалăхĕсем патшалăх ятарласа уйăракан çăмăллатнă кредитпа пурĕ 104 миллион та 319 пин тенкĕлĕх усă курчĕç. Çав шутран 346 кредичĕ - 62 миллион та 445 пин тенкине «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществинчен, 311 кредитне - 41 миллион та 874 пин тенкине районти Перекет банкĕнчен илнĕ. Çак укçапа вĕсем, тĕпрен илсен, фермăсене реконструкцилерĕç, çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарчĕç. Выльăх-чĕрлĕхе хупса усрама çĕнĕ витесем хăпартса лартрĕç. Элита вăрлăхсем, минераллă удобренисем тата ытти те туянчĕç. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче кирлĕ техникăсем те туянма пултарчĕç. Халăх хушшинче çине тăрсах ăнлантару тата йĕркелÿ ĕçĕсем ирттерни те наци проектне пурнăçлама май парать. Тăтăшах халăхпа тĕл пулса калаçатпăр. Уйрăмшарăн та ăнлантаратпăр. Кирлĕ документсене пухма та пулăшатпăр. Пирĕн наци проекчĕсенче палăртнă кăтартусене кăна пурнăçламалла мар, çав проектсен чиккисене татах анлăлатмалла.
 
Н. ВАСИЛЬЕВ.


22 декабря 2007
00:00
Поделиться