Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Клиентсене яланах хавас

     Район центрĕнче вырнаçнă «Вăрмар районĕчи халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат» муниципаллă унитарлă предприяти халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿрет. Çĕнĕ 2008 çула та лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Халăха пулăшу ĕçĕсем кÿрессин калăпăшĕ 121, 5%.
      Кунти ĕçченсем тĕрлĕ енлĕ пулăшу ĕçĕсем сĕнеççĕ. Хитре, илемлĕ прическа тутарма, çÿç касма е сăрлама, сăн ÿкерчĕк тума, атă-пушмак, сехет юсаттарма, кĕпе-тумтир çĕлеме е юсама пулать. Пурĕ 30 çын тăрăшса вăй хурать халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра. Кĕпе-тумтир çĕлес, юсас енĕпе О.Кириллова, Г.Павлова, Т.Андреева, И.Иванова, Н.Васильева, В.Александрова çĕвĕçсем пултарулăх кăтартаççĕ. Сăн ÿкерчĕксем тăвас енĕпе К.Филиппован тăрăшулăхне те палăртмалла. Стена çине çакмалли, алла çыхмалли сехетсене Э.Сорокина юсать. Хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Капăр прическа хĕрарăма илем кÿрет, аслăрах ăрурисене çамрăклатать. Е.Прыгунова, В.Дмитриева, Т.Павлова, арçынсен çÿçĕсене касакан залра ĕçлекен В.Димитриева ÿкерчĕк çинче парикмахерсен ăста аллисем мĕн тĕрлĕ прическа тума пĕлмеççĕ-ши? Кунта килекен клиентсемпе яланах сăпайлă та çепĕç калаçаççĕ вĕсем. Сăмах май, тĕрлĕ категориллĕ ветерансене çурма хакпа тÿлевлĕ пулăшу кÿреççĕ. Атă-пушмак юсакан В.Куприн заказсене тĕплĕн пурнăçлать.
      Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат директорĕ Ю.Егоров пĕлтернĕ тăрăх, поселокра пурăнакансене çеç мар, ялсенчи халăха та тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿрес тĕллевпе Кĕтеснер, Аслă Чак, Кавал, Кĕлкеш ялĕсенче филиалсем уçнă. Ĕçне кура - хисепĕ, тетпĕр. Республикăра иртнĕ «Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен чи лайăх предприяти» конкурсра Вăрмарти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министерствин дипломне панă. Ăна вăл рынок экономикинче лайăх аталанса пынăшăн, самана улшăнăвне пăхмасăрах ăна упраса хăварма пултарнăшăн тивĕçнĕ. Эппин çак пултаруллă, пысăк мар йышлă коллектива кăçал та çитĕнÿсем тума сунар.
 
З. ЕЛАКОВА.


12 января 2008
00:00
Поделиться