Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтĕм ырри çемьере

     «Çемье кăна - чи малтан çемье! - ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илмелле», - тет Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Çемье çулталăкĕ» - тесе кăларнă Указĕнче. 2008 çула РФ Президенчĕ «Çемье çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Ăна ача амăшне, ачалăха тата çемьене халалланă. «Республикăра çемьен социаллă статусне, социаллă хÿтлĕхне ÿстерес, çамрăк тата чухăн çемьесене пулăшассине вăйлатас, çемьепе ачасен сывлăхĕн сыхлавне лайăхлатас, çемье йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртес тĕллеве тĕпе хываççĕ. Ку енĕпе пирĕн районта та чылайранпа ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çемьесене сыхласа хăварасси, паллах, хÿтлĕхсĕр ачасене çемье ытамне парасси, вĕсене хÿтĕлесси пулса тăрать. Ытларах тăлăх ачасене хĕрарăм-амăшĕ хĕрхенет. Вĕсенчен пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ Ыхраçырмари Лидия Александровна Рыжова. Мăшăрĕ Александр Данилович ăна пулăшса пырать. Туслă çемьере 9 ача çитĕнет. Вĕсенчен 5-шĕ çемье ăшшине çак килĕре тупнăскерсем. Чи кĕçĕнни Ваня 1 çул та 5 уйăхра, Оляпа Гена 4-мĕш класра, Анютăпа Люба Шупашкарти 4-мĕш училищĕре вĕренеççĕ. Хăйсен кĕçĕн ывăлĕ Данил пĕчĕк Ваньăн юлташĕ. «Вĕсем кăмăла уçаканнисем, килте урлă-пирлĕ çавăраканнисем, кĕрлеттерсе машинăпа çÿрекенсем», - тет амăшĕ Лидия Александровна. Эпир пынă кун та Ваньăпа Данил ытарлăн вылятчĕç, ыттисем - шкулта. Ачасене пурăнма условисем çителĕклĕ - кашнин тенĕ пекех уйрăмшар пÿлĕмсем, тап-таса вырăн таврашĕ, ăшă та хăтлă çурт, пиçнĕ апат. Вĕсемшĕн Лидия Александровнапа Александр Данилович чăн-чăн пурнăç тĕрекĕсем.
 
А. НИКОЛАЕВА.


12 января 2008
00:00
Поделиться